"Ĕçе - чăваш тĕрриллĕ çи-пуçпа" акци пырать

"Ĕçе - чăваш тĕрриллĕ çи-пуçпа" акци пырать

Паян "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн çуртне чăн-чăн чăвашлăх хумĕ капланса килчĕ теме те пулать. Кунта тăрăшакансем - тĕп редактортан пуçласа менеджер таранах - ĕçе чăваш тĕрриллĕ тумпа килнĕ.

"Ай-уй, епле хитре вĕт-ха эсир, пĕринчен-тепри чипертерех!" - пĕр тĕлĕнсе, пĕр мухтаса калаçаççĕ пирĕн редакцие килекенсем. - Эпир çеç мар, пĕтĕм республикипех паян чăваш халăхĕн асамлă тĕрриллĕ çи-пуçне тăхăннă, - тетпĕр хаçат тусĕсене. - Эсир Чăваш тĕррин кунĕ çинчен манса кайман-и?

- Кун пек уяв та пур-и? - иккĕленеççĕ хăшĕсем. - Пур пулсан, питĕ аван! Шăмăршă тăрăхĕнче чăвашсем çеç мар, тутарсем, вырăссем тата ирçесем те туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Чăвашсенчен тĕслĕх илсе, вĕсем те хăйсен халăхĕн илемлĕ тĕррин кунне ирттерме сĕнеççĕ. "Кун пирки Мускав, Хусан е Саранск хушасса кĕтсе ларар мар, хамăр пуçарса хамăр уяв тăвар!"- теççĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансем. Эпир - журналистсем - вĕсен шухăшне чунтан ырлатпăр. Чăваш тĕрри - чĕре юрри, Епле лайăх эреш пурри! Епле лайăх тĕрлеме пĕлсен, Çак илеме чунтан хисеплесен. Çырăнăр, вулăр "Шăмăршă хыпарне" - Çĕклер пĕрле тăван халăх ятне!



24 ноября 2023
09:58
Поделиться