Инкексĕр ирттĕрччĕ уяв
ХĔЛ вăл хĕлех: сивви те, çил-тăманĕ те пулать. Пире _ сывлăх сыхлавçисене _ кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕ вăхăтĕнче темиçе çын ал-урине тăм илтерни хытă пăшăрхантарать. Çавăнпа та граждансене сивĕ çанта- лăкра асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр. Урама çỹхе тумпа ан тухăр, урана çăм носки тата ăшă тытакан атă-пушмак (чи лайăххи _ кăçатă) тăхăн- сан лайăхрах. Пуçа çĕлĕк е çăм çиппинчен çыхнă калпак тăхăн- малла, мăя ăшă шарф çыхмалла. Уявра хăналаннă хыççăн килтен тухмасан, телеви- зор умĕнче ларсан е выртса çывăрсан лайăх. Пурне те уява инкек-синкексĕр, хаваслă та илемлĕ ирттерме ырă сунатпăр!
И.СМИРНОВА,
Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ.