Ĕмĕт пурнăçланчĕ

ПĔТĔМ Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организаци йĕркеленĕ «Ĕмĕт чăрăшĕ» акципе килĕшỹллĕн, Шăмăршă муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Ярăславра пурăнакан Александр Бибукова Çĕнĕ çул парни - хăйсен укçипе туяннă йĕлтĕр - кỹчĕç. Нумай ачаллă çемьере çитĕнекен Сашăн тахçантанпа ĕмĕтленни çитрĕ: вăл йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварĕ, çине тăрсан, ăмăртусене те хутшăнĕ. Васан тĕп шкулĕн 4-класс вĕренекенĕ хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнă депутатсене хăйпе пĕр тăванĕсен тата ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен чĕререн тав тăвать.
Çавăн пекех округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем опекăра тăракан арçын ачасемпе хĕрачасене те хăйсен ятĕнчен туяннă Çĕнĕ çул парни-кучченеçĕпе савăнтарнă. И.Пыркина , «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.