Сиплев çурчĕ - Çĕнĕ çул парни

«Сывлăха сыхлас ĕç» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, нумаях пулмасть кăна-ха пирĕн округри Ярăслав тата Энтĕрьел ялĕсенче çĕнĕ ФАП уçăлнăччĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн вара тепĕр икĕ ялта _ Виçпỹрт Шăмăршăра тата Асанкассинче _ хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлеме пуçларĕç.
Пĕтĕм халăх уявĕ, историе кĕрсе юлмалли пысăк савăнăç пулчĕ декабрĕн 27-мĕшĕ ял çыннисемшĕн. Çĕнĕ ФАП уçма округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата Шăмăршă больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ялти хисеплĕ çынсем хутшăнчĕç. Ял халăхĕ çынсен сывлăхне сыхлас ĕçе çултан çул лайăхлатса пынăшăн Раççей Президентне Владимир Путина чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕ.
Н.ИЛЬИНА.