Ача сахал çуралнă
ÇĔНĔ çулăн пĕрремĕш номерне тем пекех ырă хыпарпа пуçласшăнччĕ те, анчах пур чухне те кĕтни пурнăçланмасть çав. Акă округри демографи лару-тăрăвнех илер. 2023- çулта округра 29 арçын ачапа 29 хĕр ача _ пурĕ 58-ăн _ çуралнă. Çак цифра 2022-çулхинчен пĕчĕкрех.
Тĕрлĕ сăлтавпа, çулталăк тăрăшшĕнче 196 çын _ 119 арçынпа 77 хĕрарăм _ пурнăçран уйрăлнă. Вилекенсем çуралакансенчен нумайрах пулни хытă пăшăрхантарать.
2023-çулта округра пурĕ 39 туй пулнă (2022-çулта _ 46). Çав вăхăтрах 33 çемье уйрăлнă. Çĕнĕ çулта ачасем ытларах çураласса, çемье- сем çирĕп пуласса, çынсем хăйсен сывлăхĕшĕн ытларах тăрăшасса шанса тăратпăр.
Н.ИЛЬИНА.