Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва сỹтсе яватпăр

Светлана ЯКОВЛЕВА,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, шăмăршăсен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертỹçи:

 - «Кашни халăхăн хăйĕн историне кура уйрăм сăн-сăпат, тум-эреш, сăвă-юрă. Этемлĕхе темĕн пысăкăш чечек çыххипе танлаштарсан кашни халăх унта хăйне евĕрлĕ пĕр чечек пулса кĕрет. Атăл таврашĕнчи халăхсене авалтан сăнакансем чăваша юрă ăсти тесе шутлаççĕ», _ çапла каланă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пирĕн культурăна чи ырă хак парса.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă май эпĕ Хусанкай сăмахне ахальтен аса илмерĕм. Республика Пуçлăхĕ культурăна аталантарасси, çĕр пин юрă çĕр-шывĕн ырă ятне малалла çĕклемелли пирки калани мана çав тери килĕшрĕ.

Шăмăршă округĕнче çуралса ỹснисен Шупашкарти ентешлĕхне ертсе пынă май, хамăн ĕçре культура пуянлăхне ỹстересси çине тимлĕ пăхма тăрăшатăп. Пирĕн тăрăхран тухнă паллă çынсене пĕрлештерсе, тăван Шăмăршă округĕшĕн мĕнле те пулин ырă ĕç тăвассишĕн вăй хуратпăр.

   Петр ФОМИН,

   Шăмăршă муниципалитет округĕнчи ветерансен       Совечĕн председателĕ:

  - Олег Алексеевич Николаев Чăваш Республикин     Патшалăх Канашне янă Çырăва эпĕ çав тери пысăк   пĕлтерĕшлĕ документ тесе шутлатăп. Манпа пĕрле   залра ларакансем - Раççей Геройĕсемпе   Социализмла Ĕç Геройĕсем, ятарлă çар   операцийĕнче Паттăрлăх орденне илме тивĕçнисем,   Афган вăрçин ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказри   хирĕçỹсене татса пама хутшăннисем - докладчик   çарпа патриотизм теми çине пысăк тимлĕх уйăрнине                                      палăртрĕç.

Республика Пуçлăхĕ, ветерансен пĕрлешĕвĕсен ĕçне пысăк хак панипе пĕрлех, çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентес тĕлĕшпе çĕнĕ задачăсем те палăртрĕ. Хамăрăн кулленхи ĕçре эпир Çырура каланине тĕп тимлĕхре тытăпăр.



02 февраля 2024
11:39
Поделиться