Çĕр-шыв шăпи кашнинчен килет
Кашни суйлав маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ хам сассăма парса Çĕр-шывăм, Чăваш Енĕм, округ шăпине татса пама хутшăнатăп-çке. 20 çул ытла Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсен суйлав участокĕн комиссийĕнче тăрăшатăп. Малтан 8 çул хушши секретарь тивĕçне пурнăçларăм, ĕç йĕркине хăнăхтарса «тилхепене» Татьяна Федотовăна патăм. Халĕ _ комисси членĕ.
Яваплăх çав тери пысăк, ĕçĕ те нумай. Ял территори уйрăмĕн (маларах _ ял тăрăхĕн) специалисчĕсем тунă списокри кашни суйлавçă çинчен пĕлмелле пирĕн. Суйлав вăхăтĕнче кам ăçта пулать, суйлама участока пыраять-и е ун (чирлĕ е ватă çын пулсан) патне хамăрăн çитмелле т. ыт те. Ăнлантару ĕçне тĕплĕ тума тăрăшатпăр: суйлав вăхăчĕ, йĕрки, кандидатсемпе вĕсен программисем, сасăлав докуменчĕ пирки кашнин пĕлмелле. Килтен аякра ĕçлекенсем тата вĕренекенсем çине уйрăмах тимлĕх уйăратпăр. Ялта суйлама май килмесен вĕсене ятарлă хут _ открепительнăй талон _ паратпăр, ял территори уйрăмĕнче учетра тăракан пĕр çынна (сасса) та çухатас килмест. Кăçалхи мартра иртекен РФ Президент суйлавне дистанциллĕ электрон (ДЭГ) мелĕпе хутшăнма май туса пани _ пысăк çăмăллăх. Паллах, çак мел аякри хуласенче тăракан граждансемшĕн те, вырăнти участокра сасăлакансемшĕн те юрăхлă.
Нихăш суйлавра та йĕркелĕхе пăснă тĕслĕх пулман, малашне те ан пултăрччĕ. Пирĕн суйлав участокĕн суйлавçисем яланах активлăхпа палăраççĕ. Хальхи суйлавра та вĕсем хăйсен гражданла позицине тĕрĕс ăнланса Çĕр-шывăмăрăн Ертỹçине суйласса кĕтетĕп. Икĕ ялăн 500 гражданĕ хальхинче те хăйсен тивĕçне таса чунпа пурнăçласса шанатăп.
Надежда Федотова,
Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсен суйлав участокĕн комиссийĕн членĕ.