Тав сăмахĕ - тухтăршăн чи пысăк чыс

Тав сăмахĕ - тухтăршăн чи пысăк чыс

«ШĂМĂРШĂ хыпарĕ» хаçат редакцийĕ Наци проекчĕсем пирĕн округра мĕнле пурнăçланса пыни çинчен çырсах тăрать. Иртнĕ номерте эпир «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» проект çинчен тĕплĕн каласа панăччĕ. Паян вара «Сывлăха сыхлас ĕç» Наци проекчĕ пирки сăмах пырĕ. Журналист ыйтăвĕсем çине хуравлама Шăмăршă больницин тĕп врачĕ Ирина СМИРНОВА кăмăл турĕ.

_ Иртнĕ çул «Сывлăха сыхлас ĕç» Наци проектне кĕрекен «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» программа пирĕн округра нумай ырă ĕçпе палăрчĕ, _ терĕ Ирина Анатольевна. _ Чи малтан Карапай Шăмăршăри тухтăр амбулаторине тĕплĕн юсанине палăртмалла. Халĕ кунта хулари больницăринчен пĕрре те кая мар: илемлĕ, ăшă, ĕçлеме тата чирлисене йышăнма питĕ меллĕ.

Наци проекчĕпех пирĕн округа 2 çĕнĕ санитари автомашини уйăрса пачĕç.

_ Ирина Анатольевна, ялсенче пулатпăр та, халăх пĕлтĕр уçăлнă çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене ырланине илтетпĕр.

Акă Асанкассинчи ФАП 437 çын сывлăхĕшĕн тăрăшать. Çав шутра _ 83 ача. Округ центрĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă ялшăн ФАП уçăлни _ пысăкран та пысăк савăнăç.

_ Тĕрĕсех калатăр. Асанкассинчи ФАПра 30 çул сывлăх хуралĕнче тăрăшакан Людмила Симурзина вăй хурать. «Пирĕн тухтăр!» _ теççĕ ун пирки ял çыннисем. Ылтăн алăллă, çепĕç чĕлхеллĕ фельдшерицăна ял-йыш çав тери хисеплет.

Çĕнĕ ФАП Асанкассинче çеç мар, Виçпỹрт Шăмăршăра, Ярăславра, Энтĕрьелĕнче те уçăлчĕ. Виçпỹрт Шăмăршăри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕн Лариса Алюковăн ĕç стажĕ _ 33 çул. Калама кăна вĕт! Хăвăн ĕçне чунтан юратмасан пĕр вырăнта çакăн чухлĕ тытăнса тăма йывăр. Кунти ФАП 317 çынна, çав шутра 56 ачана, сиплет. Кивĕ çуртра ĕçлеме тăкăсчĕ, хĕл кунĕсенче йĕркеллĕ ăшăнса та курайман. Паян вара кунта кĕрсе курма та кăмăллă, заведующи ял çыннисенчен тав сăмахĕ çеç илтет.

«ФАП _ ял пурнăçĕн центрĕ», _ çапла калаççĕ çĕнĕ сывлăх çурчĕсем пирки халăхра. Вырăнта сиплеме май килмесен фельдшерица çийĕнчех Шăмăршăри тĕп больницăпа çыхăнма пултарать.

_ Хальхи пурнăçра нумай сферăра, çав шутра медицинăра та, социаллă сеть паллă вырăн йышăнать. Ку тĕлĕшпе Эсир мĕн калама пултаратăр? _

 Шел пулин те, округри нумай çын пирĕн больница «ВКонтакте», «Одноклассники» тата «Телеграм» социаллă сетьсемпе ĕçлени çинчен пĕлмест-ха. Çак сетьсемпе вĕсем медицинăпа çыхăннă нумай ыйтăва татса пама пултараççĕ. Патшалăх пабликинче (госпаблика) врачсен ĕç расписанийĕпе паллашма тата пирĕн учреждени паракан çăмăллăхсем çинчен информаци илме май пур.

Кĕскен каласан, хăвăра сипленĕ çĕрте мĕнле те пулин ыйту сиксе тухсан пĕрре те вăтанмасăр медицина организацийĕпе тỹрремĕнех çыхăнма тăрăшăр. Ку тĕлĕшпе эсир хуть те хăш социаллă сете суйласа илме пултаратăр:

«ВКонтакте» _ https:// vk.com/shemurshacrb.;

«Одноклассники» _ https: // ок.ru/group/61096124088471;

«Телеграмм» https: //t.me/shemurshacrb.

Шăмăршăри тĕп больници регионти «ЕГИСЗ никĕсĕпе сывлăха сыхлас ĕçре пĕр пĕтĕм цифра контурĕ туса хурасси» проекта пурнăçласси çине те тивĕçлĕ тимлĕх уйă- рать. Ку проект «Сывлăха сых- лас ĕç» Наци проекчĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ _ информаци тата платформа йышăнăвĕсене аталантарса пурнăçа кĕртесси.

Больницăра патшалăхăн сывлăха сыхлас ĕçĕн пĕрлĕхлĕ информаци системине (ЕГИСЗ) туса хутăмăр. Çакă пире паци- ентсем çинчен кирлĕ инфор- маци пуçтарма май парать. Информацие çийĕнчех илсе вăхăтра сиплеме пултаратпăр. Сывату вăхăтĕнче республи- кăри сывлăх учрежденийĕсен врачĕсенчен телемедицина консультацийĕ илме май пур.

Кунсăр пуçне, çак проектпа килĕшỹллĕн врач патне йышă- нăва кĕме электрон майĕпе çырăнма пулать.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.

 



02 февраля 2024
13:41
Поделиться