Çĕнелсе илемленĕ

Çĕнелсе илемленĕ

«Кăçал республикăри 13 округра ялти Культура çуртне тĕпрен юсама палăртнă», _ çапла пĕлтерчĕç пире Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствинчен.

Çакă савăнтарать: списокра Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Анат Чаткас Культура çурчĕ те пур. Акă мĕн каларĕ пире çак хыпара комментарилесе ял территори уйрăмĕн начальникĕ Лариса ПЕТРОВА:

_ Çав тери ырă хыпар, эпир ăна тахçантанпах кĕтнĕччĕ. Культура çуртне тĕпрен юсама 4 миллион та733 пин тенкĕ укçа уйăрса параççĕ. Çак суммăпа ăшăтакан системăна тата çутатакан хатĕрсене çĕннипе улăштармалла, йывăç чỹрече вырăнне пластикран тунине лартмалла (4 штук), урайне линолеум сармалла, стенасене косметика юсавĕпе илемлетмелле тата ытти ĕç те тумалла. Культура çуртне юсама аукцион ирттересси çинчен пĕлтертĕмĕр. Мĕн пур ĕçе кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине кăтартрăмăр.



16 февраля 2024
10:46
Поделиться