«Информ-УИК» _ кашни киле
Февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 7-мĕшĕччен, «Информ-УИК» проектпа килĕшỹллĕн, участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем мобильлĕ хушăмпа усă курса килĕрен çỹреççĕ. Çак тапхăрта вĕсем суйлавçăсене сасăлава хатĕрленес ĕç мĕнлерех пынипе паллаштараççĕ, ыйтусем çине хуравлаççĕ. Суйлав хăçан пуласси, сасăлав формисем çинчен пĕлтереççĕ. Çавăн пекех дистанциллĕ электронлă сасăлава хутшăнас текенсен е «килте» сасăлас текенсен мĕн-мĕн тумаллине уçăмлатса параççĕ. «Информ-УИК» проект пĕрремĕш çул ĕçлет. Кунта хутшăнакансене палласа илме йывăр мар, вĕсене уйрăм тумпа тивĕçтереççĕ. Кашнийĕн суйлав логотипне çырнă манишка, сумка пур. Кăкăр çине Раççей триколорне палăртакан галочка евĕр значок тата кам пулнине кăтартакан бейджик çакса янă. Кунсăр пуçне вĕсем ятарлă мобильлĕ хушăмпа усă кураççĕ.
Н.ИЛЬИНА.