Пуçару бюджечĕ çул юсама пулăшĕ

ÇУЛ-ЙĔР ыйтăвĕ яланах çивĕч тăнă, халĕ те çапла. Вырăс Чукал, Çĕнĕ Чукал (Пулмантăш) тата Улмаллă ялĕсенче пурăнакансем ĕмĕрĕпех çул япăх пулнипе нушаланнă. Юлашки çулсенче çеç ку тĕлĕшпе ырă улшăну курăнма пуçларĕ. Çул юсама пуçару бюджечĕ пысăк пулăшу парать.
2024-çулта ял территори уйрăмĕнче пуçару бюджечĕн укçипе Çĕнĕ Чукалти Маяковский, Первомайская тата Советская урамĕсенчи çула (2112,36 пин тенкĕлĕх), Улмаллăри Пролетарская урамри çула (906,23 пин тенкĕлĕх), Çĕнĕ Чукалти Мир урамĕнчи тата Кувайский пăралукри çула (3111,307 пин тенкĕлĕх) юсама палăртнă.
Çакна та каласа хăвармалла: 2023-çулта Çĕнĕ Чукал_Вырăс Чукал автоçула юсани (264,236 пин тенкĕлĕх) ял çыннисене питĕ савăнтарать.
Кỹршĕсем _ кивчукалсем те _ пуçару бюджечĕн укçипе ял сăн-сăпатне лайăхлатма усă курасшăн. 2024-çулта Ленин урамĕпе Советская урамри çула (1605,07 пин тенкĕлĕх) тĕпрен юсама палăртнă. Кивĕ Чукал халăхĕ çавăн пекех пуçару бюджечĕпе ял масарне тирпей-илем кĕртесшĕн (448,82 пин тенкĕлĕх) тата Комсомол урамĕнчи çăл куçа тасатса-тирпейлесе çĕнĕ пурнăç парасшăн (796,07 пин тенкĕлĕх).
_ Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкĕнче çăл куçсене тасатнине эпир питĕ кирлĕ ĕç тесе шутлатпăр, _ терĕ Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев. _ Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртрĕ, тăван çут çанталăк илемĕ кашни çыншăн хаклă пулмалли çинчен каларĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.