Агролабораторисем ĕçлеççĕ

ЧĂВАШ Республикин Ял хуçалăх министерствин пуçарăвĕпе 2023-çулта «Агролаборатори» проект старт илчĕ. Программа тĕллевĕ - ачасене ял хуçалăх профессийĕсене юратма хăнăхтарасси тата çĕр ĕç вăрттăнлăхĕсене вĕрентесси.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче 4 ача сачĕпе шкулчченхи 10 группăна фермер хуçалăхĕсем çумне çирĕплетнĕ. Опытлă специалистсем пулăшнипе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисемпе ача сачĕсенче агрокĕтессемпе минилабораторисем уçнă. Шăмăршăри «Ромашка» ача садĕнчи тата Анат Чаткас тĕп шкулĕнчи агролабораторисем уйрăмах пуян: вĕсен хальхи вăхăтри микроскопсем, лупăсем, сăнав ирттермелли пробиркăсемпе колбăсем, фитолампăсем пур.

С.ИЛЬИНА.



07 марта 2024
15:11
Поделиться