«Аслă хуçамăр Раççей императорĕ...» е Палтиелпе Тури Чаткас тутарĕсем патша патне Питĕр хулине кайни çинчен

«Аслă хуçамăр Раççей императорĕ...» е Палтиелпе Тури Чаткас тутарĕсем патша патне Питĕр хулине кайни çинчен

XIX-ĔМĔРĔН 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Пăва уесĕнчи малтан православи тĕнне йышăннă тутарсем çĕнĕрен магометанствăна куçас ыйтăва çĕкленĕ, ку тĕлĕшпе вĕсем Чĕмпĕр губернаторĕпе И.О.Велио баронпа шалти ĕçсен министрĕ П.А.Валуев патне çырупа тухнă. Çыру айне пурĕ 94 çын алă пуснă, çак пысăк йышра Шăмăршă вулăсĕнчи Палтиел Уразлеево ялĕнче пурăнакан Абдульхан Абдульменев (тĕне кĕртнĕ хыççăн _ Сергей Ягудин), Тури Чаткасри Япей Юсаевпа (Семен Степанов) Абдул Мязитов (Василий Митрофанов) та пулнă.

Чиновниксемпе исправник православи тĕнĕнчен уйрăлма тытăннисене ỹкĕтлени те, юлашкинчен вара хăратма тытăнни те усă кỹреймен. Хăйсене никам та пулăшманнине ăнланса, крешен тутарсем (крещеные татары) делегаци йĕркелесе Санкт-Петербурга çитме, çырăва II Александр патшана алăранах тыттарма йышăннă.

Делегаци йышĕ пысăккине тата унта «тĕттĕм çынсем» çеç пуçтарăннине шута илсе, салтакра чухне кăштах вырăсла калаçма тата вулама-çырма вĕреннĕ Тури Чаткасри Абдул Мязитовпа (Василий Митрофанов) Палтиел ялĕнчи Гайнулла Биккенева (Дорофей Григорьев) Питĕре яма килĕшсе татăлнă.

1866-çулхи сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Абдулпа Гайнулла хыçа кутамкка çакса аякри çула тухнă. Пăва уесĕнчи крешен тутарсем вĕсене 50 тенкĕ укçа пуçтарса панă.

«Патша патне пушă алăпа ан кĕрĕр, тип кашăк çăвара çурать», _ тесе, «ходоксене» виçĕ хур тушки типĕтсе парса янă.

Архивра Василий Митрофанов (Абдул Мязитов) Питĕрте пулса килнĕ хыççăн ял çыннисене каласа панине Анат Чаткас чиркĕвĕн пачăшки çырса илнĕ хут упранать.

«Александр патша пирĕн пек çынах, пĕр май чĕлĕм туртать, _ тенĕ Василий Митрофанов. _ Хур тушкисенчен пĕрне çул çинче хамăр çирĕмĕр, иккĕшне патша Керменне кĕнĕ чух хуралçăсем илсе юлчĕç. Патша Гайнуллапа иксĕмĕре те пĕрер халат, пурçăн пиçиххи тата сăран пушмак парнелерĕ».

Хăй суйманнине çирĕплетме Василий Митрофанов парнесене халăха кăтартнă.

Патша ăна сургучлă пичет çапнă конверт та парса янă имĕш, анчах та çав çырăва вăл никама та кăтартман.

Пурăнаççĕ-ши паян Палтиелпе Тури Чаткасра çак чаплă çул çỹревçĕсен тăхăмĕсем? Иккĕмĕш Александр император çырăвĕн шăпи мĕнле килсе тухнă-ши? Шел те, Хусан архивĕсенче çак вăрттăнлăха пĕлме пулмарĕ. Тен, Раççей Федерацийĕн патшалăх архивĕнче шырамалла? Енчен те кама та пулин çак тема интереслен- терет пулсан, архив адресне пĕлтеретĕп (учреждени икĕ çуртра вырнаçнă): 119435, Москва, ул.Большая Пироговская, 17; 121059, Москва, Бережковская наб., 26.

Ив.САЛАНДАЕВ.



07 марта 2024
15:15
Поделиться