«Ывăлăмăрсене Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр!»

Карапай Шăмăршă ялĕн библиотекинче нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Людмила Арбузова. Ĕнерхи библиотекарь килте алла усса лармасть. Акă ятарлă çар операцийĕнче тăракансем валли тăватă мăшăр çăм чăлха çыхса хатĕрлерĕ.
- Эпĕ çыхнă чăлхасем тĕрĕслĕхшĕн, тăнăçлăхшăн кĕрешекенсене ăшăтчăр, Çĕнтерĕве туптамашкăн вăй-хăват кỹччĕр, - тет Людмила Ивановна.
Сăмах май, Петр Васильевич Измайлов çемйи те СВОра тăракансем валли хăйĕн бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрчĕ.
В.Степанова, Карапай Шăмăршă ялĕ.