Диспансеризаци тухрăн-и, Ваççа?

ШĂМĂРШĂРИ тĕп больница коридорĕнчи тенкел çинче ларакансем хушшинче хам лайăх паллакан çынна асăрхарăм та, сăмах хушмасăр иртсе каймарăм.
- Диспансеризаци витĕр тухма килтĕм-ха, _ терĕ пĕлĕшĕм. _ Хамăн сывлăхшăн маларах тăрăшни лайăхрах пулĕ терĕм. Кашни çулах çак тĕрĕслеве килетĕп, сывлăх пĕтсен тин больница та пулăшаймĕ.
Диспансеризаци витĕр тухни, чăнласах та, кашни çыннах кирлĕ-ши? Çак ыйтăва эпĕ больницăн тĕп врачне Ирина СМИРНОВĂНА патăм.
_ Вăл е ку чир аптăратма пуçличчен сывлăха тĕрĕслеттерни _ питех те кирлĕ ĕç, _ палăртсах каларĕ Ирина Анатольевна. _ 18-39 çултисен _ виçĕ çулта пĕрре, 40 çултан аслăраххисен çулсеренех çак тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Диспансеризаци _ сывлăха тĕрĕслеттермелли чи витĕмлĕ май. Чире вăхăтра тупса палăртманни çынна инвалида кăларма пултарать, сарăмсăр вилнин сăлтавĕсенчен пĕри те чылай чухне вăраха кайнă чир пулса тăрать. Диспансеризаци витĕр ОМС системинче страхланă çынсен тỹлевсĕрех тухма май пур. Больницăна килнĕ чух пĕрле паспорт тата полис илмелле çеç.
Нумайăшĕ диспансеризацие тĕрлĕ чире тупса палăртмалли скрининг вырăнне хурать. «Диспансеризаци мĕн тума кирлĕ?» _ текенсем те тупăнаççĕ. Вĕсем хăйсене мĕн аптăратнине унсăрăн та лайăх пĕлеççĕ имĕш.
Мĕн-ха вăл скрининг? Пурте ăнланмалла чĕлхепе каласан, скрининг вăл сортировка процесĕ. Ăна сывă тата чирлĕ пулма пултаракан çынсене уйăрмалли ала теме юрать. Анчах скрининг кăтартăвĕ _ диагноз мар. Вăл чир пулма пултарассине е çуккине кăтартать. Чир паллисем пур тăк, пациента хушма тĕрĕслев тухма яратпăр, ун чух çеç диагноз палăртатпăр.
Малтанхи диагностикăна тĕрĕслев комплексĕ кĕрет. Ăна чире вăхăтра тупса палăртас, пациента çийĕнчех сиплес тĕллевпе ирттереççĕ. Сиплев мĕнлерех иртесси чире хăçан тупса палăртнинчен килет. Ăна мĕн чухлĕ маларах тупатăн, сипленме çавăн чухлĕ çăмăлрах.
Пĕрремĕш скринингра инфекциллĕ мар вăраха кайнă чирсене тупса палăртатпăр. Унта чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен, онкологи чирĕсем тата сахăр диабечĕ кĕреççĕ. Шăпах çак чирсем пурнăçа кĕскетеççĕ, инвалида кăларма пултараççĕ те ĕнтĕ. Медтĕрĕслеве хăçан тата мĕнле ирттересси сывлăхран, пациент хĕрарăм е арçын пулнинчен, ỹсĕмрен килет.
Диспансеризаци витĕр тухма больницăна килекен ĕçлекен граждансем ятарлă кану кунĕ илме пултараççĕ. Уншăн тỹлеççĕ. Маларах ĕçпе тивĕçтерекен ячĕпе заявлени çырмалла.
Коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынсене диспансеризацире тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ. Ку программа организмри улшăнусене тата чир шала кайнипе кайманнине тупса палăртать.
Патшалăх гарантийĕн программинчи çĕнĕлĕхсем пирки те каламалла. Кăçал йăха тăсма пултаракан хĕрарăмсемпе арçынсен медицина профилактикин мероприятийĕсене хутшăннă май йăха тăсма пултараслăха та тĕрĕслеттерме май пур.
Ирина Анатольевна çынсене хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма _ диспансеризаци витĕр тухма чĕнсе каларĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.