Илемшĕн сасăлар

РАÇÇЕЙ ПРЕЗИДЕНЧĔН суйлавĕн кунĕсенче _ мартăн 15-17-мĕшĕсенче кăçал тирпей-илем кĕртмелли объектсене халăх шухăшне шута илсе палăртас тĕллевпе Пĕтĕм Раççей сасăлавĕ ирттереççĕ. Çак сасăлав кашни çулах Раççей Президенчĕ пуçарнипе ĕçлекен «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хулари пек хăтлăх» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртет.

2024-çулта пирĕн округра икĕ объект суйласа илмелле:

1. Шăмăршăри Советская урамри общество территорине тирпей-илем кĕртесси (йывăç-тĕмпе чечек лартса);

2. Шăмăршăри Советская урамри общество территорине тирпей-илем кĕртесси (йывăç-тĕмпе чечексемсĕр).

Эсир хăвăрăн сассăра çак икĕ объектран пĕриншĕн пама пултаратăр. Территорипе сире волонтерсем паллаштарĕç, вĕсемех сасăлама та пулăшĕç. Сасăлава 14 çултан иртнĕ кашни çынах хутшăнма пултарать. Сасăлав пункчĕн адресне национальныепроекты РФ\благоустрой сайта кĕрсе пĕлме пулать.

Н.ИЛЬИНА.



15 марта 2024
11:06
Поделиться