Машинăпа-и эс, е çуран - такăр çул пире кирлĕ ялан

ÇУЛ пирки хаçатра миçе хут кăна çырман-ши, пуху-канашлура çак ыйтăва миçе хут çĕклемен-ши?
Паллах, яланах япăхпа асăнман, ырă ĕçе асăрхамасăр хăварман. Çул саракансем, юсаса тикĕслекенсем хуть те мĕнле çанталăкра та уçă çĕрте ĕçленине пурсăмăр та куратпăр.
Çул сарни çеç çителĕксĕр, унăн хăрушсăрлăх правилисене те туллин тивĕçтермелле. Çакна çĕрлехи вăхăтра çулсене çутатса тăнипе çеç пурнăçлама пулать. Тĕттĕм çулпа çуран утма та хăрушă.
«Хăрушлăхсăр тата паха çулсемшĕн» Наци проектне пурнăçласа, Шăмăршă муниципалитет округĕнче 2020-2023-çулсенче 3,401 километр çула çутатса тăма тытăннă.
2021-çулта Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-«Аниш» автомобиль çулĕ çинче çуран каçса çỹремелли вырăнсем тунă, вĕсене çутатса тăраççĕ.
2022-çулта çак ĕçе малалла тăснă.
2020-2023-çулсенче çул çинчи хăрушсăрлăх валли - 29050,00 пин тенкĕ, çав шута 2021-çулта - 4800,0 пин, 2022-çулта 24250,0 пин тенкĕ тăкакланă.
Н.ИЛЬИНА.