«Экзамена пĕрле тытатпăр!»

«Экзамена пĕрле тытатпăр!»

Мартăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри «Экзамена пĕрле тытатпăр! Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ППЭ тытмалли кун» акцие хутшăнать.

Кăçал çак акцие Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Вăрнар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шăмăршă, Елчĕк тата кăмăл тăвакан ытти округра ирттерме палăртнă.

Ашшĕ-амăшĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пани ППЭ йĕркелемелли процедурăсемпе, йĕркепе, экзамен ĕçĕсемпе (задания) тĕплĕн паллашма пулăшĕ. Çакă, паллах, вĕсен ывăл-хĕрне психологи тĕлĕшĕнчен пулăшу кỹрессинче тĕп вырăн йышăнĕ.

2023-2024-вĕренỹ çулĕнче ППЭ тытакансен ашшĕ-амăшне тата хăйсен ирĕкĕпе экзамен парас шутлисене истори предмечĕпе кĕскетнĕ вариант сĕнĕç.

Акцие хутшăнас тесен, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕпе çыхăнмалла.

Е.Кудряшова, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен пайĕн начальникĕн çумĕ.



22 марта 2024
10:37
Поделиться