Кам пуласшăн эсир, вун пĕрмĕшсем?

РАÇÇЕЙ ПРЕЗИДЕНЧĔ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çапла каларĕ: «Паянхи çамрăк ăрăвăн 2030-çул хыççăн экономика сферинче ĕçлеме хатĕр пулмалла. Пур шкулта та профориентаци тытăмĕ анлă сарăлмалла».

Профориентаци вăл _ çамрăк çынна нумай тĕрлĕ професси хушшинче хăйĕн вырăнне тупма, специальность суйласа илме пулăшасси. Профориентаци ĕçне шкулăн вĕрентỹпе воспитани процесĕ урлă, урок тата шкул тулашĕнчи мероприятисемпе тачă çыхăнтарса туса пымалла.

Кам пуласшăн-ха пирĕн округри 11-мĕш класра вĕренекенсем, мĕнле професси суйласа илесшĕн? Çак ыйтăва эпĕ кăçал шкул пĕтерекенсене патăм.

Ыйтса пĕлнĕ 10 çамрăк çынран виççĕшĕ _ экономист, пĕри _ врач, тăваттăшĕ _ юрист, пĕри _ çар çынни пуласшăн. Пĕр каччă хальлĕхе професси суйласа илменни çинчен пĕлтерчĕ.

Çакă шухăшлаттарать: манпа калаçнă çамрăксем инженер, архитектор, система аналитикĕ, педагог пуласшăн мар, ял хуçалăхĕнче кирлĕ специальноçсемпе те интересленмеççĕ. Сăмахран, ветеринар профессийĕ темиçе çул ĕнтĕ никама та илĕртмест, округра вара выльăх тухтăрĕсем çитменни хытă сисĕнет.

Кăçал 9-класс пĕтерекенсенчен хăшĕ-пĕри техникума е колледжа вĕренме каясшăн. Вĕсем 2-3 çул хушшинче хăйсене килĕшекен профессие алла илме пултараççĕ. Колледжсем тĕрлĕ енĕпе специализациленеççĕ: строительство, медицина, информаци технологийĕ...

Шел те, 9-класран вĕренсе тухакансем тракторист, ветеринари фельдшерĕ, электрик пулма шутламаççĕ.

Çамрăк çынсен шухăшĕ улшăнма та пултарать, професси суйласа илнĕ чух йăнăшас марччĕ çеç.

Е.ЖОЛОБОВА.



22 марта 2024
10:06
Поделиться