Çĕвĕ цехĕнче - çĕнĕ оборудовани

Çĕвĕ цехĕнче - çĕнĕ оборудовани

ÇАК савăнăçлă куна _ 2023-çулхи сентябрĕн 1-мĕшне _ асанкассисемпе пашьелсем нихăçан та манмĕç. Чечек çыххи йăтнă ачасем хĕвел пек çиçсе шкулалла утнă чух Асанкассинче чаплă лару-тăрура çĕвĕ цехĕ уçрĕç. «Шупашкар трикотажĕ» фабрика кунта хăйĕн производствине йĕркелесе ячĕ.

Ялта цех уçăлни халăхшăн та, фабрикăшăн та лайăх. Ял çыннисем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулать, фабрика вара пысăк тăкак курмасăрах (çурчĕ _ çĕнĕ, юсаса укçа-тенкĕ пĕтерме кирлĕ те мар) продукци туса кăларма тытăнать.

Унтанпа çур çул ытла вăхăт иртрĕ. Паян Асанкассинчи çĕвĕ цехĕ хальхи ыйтусене тивĕçтерекен производствăпа палăрса тăрать. Цехри оборудованин 80 проценчĕ _ çĕнĕ йышши. Çакă ĕç тухăçлăхне нумай ỹстерме пулăшать.

Специалистсем пурте Шупашкарти тĕп предприяти çумĕнчи виçĕ уйăхлăх курсра вĕреннĕ. Тарăн пĕлỹ илни рабочисене JUCK фирмăн кăткăс автомат оборудовани вăрттăнлăхне те пĕлме пулăшнă. Халĕ вĕсем автоматпа пусма тата çип касаççĕ, çĕвĕ машининхăвăртлăхне те автомат йĕркелесе тăрать.

Чи пахи _ автомат вырнаçтарни цеха электроэнерги перекетлеме май парать, çапла вара продукци хăй хаклăхĕ те чакать.

Ăшă та çутă çĕвĕ цехĕнче паян 30 çын вăй хурать. Çĕнĕ оборудовани паха продукци туса кăларма тата ассортимента ỹстерме пулăшать. Тавар туянакансен кăмăлне тивĕçтерсе, ассортимента анлăлатсах пыраççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



22 марта 2024
10:30
Поделиться