Халăх, ăçта тасалăх?
ПАЯН ирпе Шăмăршăри К.Маркс урамĕн вĕçĕнчи кĕпер урлă каçнă чух чуна ыраттаракан ỹкерчĕк асăрхарăм: çỹп-çап тăкмалли контейнерсем тулса ларнă, вĕсене строительство материалĕн юлашкипе, йывăç турачĕпе, ытти ăпăр-тапăрпа хупласа хунă.
Контейнера вак-тĕвек тасамарлăха çеç пăрахмалли çинчен миçе хутчен ăнлантарман-ши çынсене, хаçатра миçе статья пичетлемен-ши? Шел, çав-çавах çỹп-çап тăкмалли савăта пысăк ăпăр-тапăрпа тултарса лартаççĕ. Теприсем вара _ контейнер тулли пулнине курса – килтен илсе тухнă пакетпа миххе ун çумне пăрахса хăвараççĕ. Çапла çỹп-çап таврана саланать, урам илемне варалать.
Хисеплĕ Шăмăршă халăхĕ! Атьăр-ха контейнера килти вак-тĕвек тасамарлăха çеç пăрахар, кайран хупăлчине хупса хурар. Йывăç турачĕсене вакласа мунча хутма усă курар, пахчари çум курăкран компост хатĕрлер.
Çак йĕркене çирĕп пурнăçласа пырсан пирĕн тавралăх таса та илемлĕ пулĕччĕ. Тирпейлĕ пурăнсан хамăршăнах лайăх вĕт-ха, юлташсем!
Е.ИВАНОВА.