Такăр çул пурне те кирлĕ

Такăр çул пурне те кирлĕ

ЮНКУН - апрелĕн 17-мĕшĕнче _ Шăмăршă муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн темисем: «2024-çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрти пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен», «Муниципалитет округĕпе республика çулĕ çинчи лару-тăру тата çула юсаса тивĕçлĕ шайра тытасси çинчен».

Информаци кунне ирттерме Шупашкартан Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев килнĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Андрей Кокуркин, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев тата Владимир Димитриев Анат Чаткас ял территорийĕн уйрăмĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă.

Çурхи шыв-шур ялти çула пысăк сиен кỹнĕ, уйрăмах Карл Маркс урамĕнчи асфальта хытă çĕмĕрсе хăварнă. Шăмăршă _ Анат Чаткас _ Хĕрлĕ Васан автоçула тĕпрен юсама укçа-тенкĕ чылай кирлĕ пулать. Кунта шăтăк-путăка сапламалла (ямочный ремонт), вырăнĕ-вырăнĕпе çĕнĕрен асфальт сарса тикĕслемелле.

Чаткассемпе кỹршĕллĕ Палтиел ялĕнчи Советсен урамĕнче те _ çакăн пек салхуллă ỹкерчĕк. Юсав ĕçĕсене халĕрех пуçăнмасан асфальт ишĕлсех пырĕ.

Информаци ушкăнĕ Шăмăршăри Совхоз урамне те çитсе курнă, кунта та юсав ĕçне кая хăварма юраманнине палăртнă.

Çул ыйтăвĕпе пĕрлех, халăхпа калаçнă чух вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли, пушар хăрушлăхĕн ятарлă режимĕ вăхăтĕнче вăрмана транспортпа та, çуран та кĕрсе çỹреме юраманни çинчен те сăмах пынă.

Çак кунах муниципалитет округĕн администрацийĕнче халăха хăйсен ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.

Н.ИЛЬИНА.



19 апреля 2024
14:16
Поделиться