Ĕмĕрсен сассин ахрăмĕ

ЕПЛЕ хăвăрт иртет вĕт-ха вăхăт! Темиçе çул каялла кăна-ха Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче паллă çĕр çыннипе, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне çĕр-аннене халалланă Федор Александрович Юмановпа калаçса ларнăччĕ. Ĕç ветеранĕ мана юман тата хурăн шакмакĕпе ĕçленĕ Т-2Г гусеницăллă трактор çинчен те, МТСри механизаторсем пирки те хавхаланса каласа панăччĕ. Вăтăр çул ытла техникăран уйрăлман Федор Юманов, колхозсене пĕрлештерсен механик пулса тăрăшнă.
_ Сирĕн пурнăçăр çинчен кĕнеке çырмалла, _ сĕнỹ панăччĕ эпĕ ватă механизатора. _ Çав тери интереслĕ кĕнеке пулĕччĕ.
_ Эпĕ çыракан çын мар çав. Тен, мăнуксенчен хăшĕ те пĕри çырĕ, _ тенĕччĕ ветеран.
Тăватă ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ Хĕветĕр тетепе Чĕкеç аппа, пурне те мăшăр çунат парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен те тỹрĕ кăмăллă çын пулса çитĕннĕ.
Паян Федор Александровичăн мăнукĕпе _ Николай Валерьевичпа _ сăмахласа ларатпăр. Аслашшĕнех хунă вăл: васкамасăр, шухăшласа калаçать, çынна пỹлмест, аслă юлташне хисеплеме пĕлет.
Николай Юманов редакцие пушă алăпа килмен: тин çеç-ха типографире унăн «Шемуршинская хроника: сквозь века к современным событиям» кĕнеки çапăнса тухнă.
Кĕнеке ал çырăвне Николай Валерьевич мана маларах кăтартнăччĕ те, эпĕ те авторпа пĕрле чунтан савăнтăм. Шăмăршă районĕн историйĕпе, унăн мухтава тивĕçнĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнисĕр пуçне, Николай Юманов аваллăха та çитсе перĕнет, пирĕн эрăчченхи 3000 çул каяллахи Балановск культурипе 2000 çул каяллахи бронза ĕмĕрне («Пура культури») те манса хăвармасть. Тăватă пайран тăракан кĕнекере археологсем Шăмăршă районĕн территорийĕнче тупнă авалхи япаласене те аса илет, Атăлçи Пăлхар, Хусан ханстви çинчен кĕскен каласа парать.
Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнче пурăннă çулсем те манăçма тивĕç мар, лайăх-и, начар-и _ ку вăл пирĕн истори.
Шăмăршă тăрăхĕнче Совет влаçне йĕркеленĕ тапхăр, района туса хуни, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи çулсем кĕнекере тивĕçлĕ вырăн тупнă.
_ Манăн тĕллевĕм çапла: истори факчĕсемпе событисене халĕ пурăнакансем валли çеç мар, пулас ăрусем валли те упраса хăварасси, _ пĕлтерчĕ Николай Валерьевич. _ Событисене хро- нологи йĕркипе, кĕскен çеç ăнлантарса, вырнаçтарса тухрăм.
Çак кĕнеке _ Шăмăршă районĕпе унăн административлă центрĕ _ Шăмăршă çинчен çĕннине пĕлессишĕн тăрăшакансем валли. Автор хăйне историе тĕпчеме хавхалантарса тăнă паллă таврапĕлỹçе Анатолий Ухтиярова уйрăмах ăшă сăмах калать.
Çавăн пекех хăйĕн ашшĕне _ Валерий Федоровича «Çиччĕ виçсе пĕрре касма, кашни фактпа цифрăна тĕплĕн тĕрĕслесе ĕçлеме» ăс панăшăн чĕререн тав тăвать. «Шемуршинская хроника: сквозь века к современным событиям» кĕнеке шкулта вĕренекенсемпе учительсем валли те усăллă пуласса шанатăп. Кунтах справка информацийĕ вырнаçтарни кĕнекене тата та пуянлатать.
Пĕрремĕш «икерчĕ» пулин те, Николай Юмановăн кĕнеки лайăх пулса тухнă, ăна тытса пăхма та, вулама та кăмăллă. Автора малашнехи ĕçĕнче ăнăçу çеç сунас килет.
Ив.САЛАНДАЕВ,
Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи.