Тырă çумăрĕ

ТУНТИКУН çурхи хĕвел тавралăха ăшшăн-ăшшăн пăхса саламларĕ, хирте тăрăшакан механизаторсене вăй хурса ĕçлеме хавхалантарчĕ. Ытларикун вара: «Кăштах канса илĕр-ха!» _ тенĕн хĕвел пĕлĕтсем хыçне пытанчĕ те, упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ.
«Тырă çумăрĕ», _ теççĕ кун пек чух çĕр ĕçченĕсем. Тăпрара хальлĕхе нỹрĕк пур пулин те, çумăр çусан ытлашши пулас çук.
Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пур хуçалăхра та çурхи уй-хир ĕçĕ сарăлма тытăнчĕ. Акмалли-лартмалли лаптăк пĕчĕк мар: 11657 гектар çĕре «шуратса» хăвармалла. Çав шутра çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем _ 7791 гектар, техника культурисем 2876 гектар йышăнĕç.
Шăмăршăри Александр Егоров, Анат Чаткасри Елена Пондяковăпа Петр Майоров фермерсем тата Чукал тăрăхĕнчи «АгроТранСпорт» ООО кĕрхи тулла минераллă удобренипе апатлантарса тухрĕç, техника нумай çул ỹсекен курăк уйне куçрĕ. Пĕр вăхăтрах çĕртме сухине сỹрелесе нỹрĕ тытаççĕ. Икĕ кун хушшинче 1600 гектара сỹрелесе тухнă.
Малтанласа хытă пăшăрхантăмăр пулин те, кĕр тырри начар мар хĕл каçни курăнать. Удобренипе апатлантарнă хыççăн чăшăл-чăшăл çумăр çуни хире куç умĕнчех илемлетет, хресчен чунне савăнтарать.
Фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем çанталăк май парсанах хире ака агрегачĕсене илсе тухĕç. Александр Егоров фермерпа «Колос» ООО çĕр хатĕрленĕ ĕнтĕ, чăн малтан пăрçа акасшăн. Вăрлăха имçамласа кăна акни чĕр-чĕрпе кĕрешме пулăшĕ, пысăк тухăç илес шанăçа тата та ỹстерĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.