Мухтатпăр чи хисеплисене - ĕçпе чапа тухнисене

ЫРĂ йăлана малалла тăсса, майăн 1-мĕшĕнче Шăмăршăра 2024-çулхи ĕç паттăрĕсене чысларĕç. Çапла, чăннипех те паттăр теме пулать округри Хисеп хăмине кĕме тивĕçнĕ кашни çыннах. Вун улттăн вĕсем _ ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакан мухтавлă ентешсем. Ĕç коллективĕсем Хисеп хăмине кĕртме чи маттуррисене суйласа илнĕ.
Акă Анат Чаткасри Ирина Воробьева уйрăм предпринимателе, Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕн çумне Елена Воронцовăна, Асанкассинчи хастар фермера Сергей Данилова, Шăмăршăри сĕт йышăнакан участок пуçлăхне Игорь Егорова, Васан тĕп шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенне Ирина Ендиеровăна, Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр котельнăйĕн операторне Константин Емельянова, Кивĕ Чукал тĕп шкулĕнчи пĕчĕккисен ушкăнĕн воспитательне Надежда Измайловăна, Карапай Шăмăршăри «Василек» ача садĕнче кĕпе-тумтир çăвакан машиниста Валентина Захаровăна, Шăмăршă тĕп больницин участокри медицина сестрине Ферида Низамовăна, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн поварне Зинаида Ларионовăна, Шăмăршă тĕп больницин пĕтĕмĕшле практика врачне Раиса Красновăна, «Россгострах» страхлакан компанин агентне Галина Тимагинăна, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директор çумне Татьяна Степановăна, Чукалти Культура çурчĕн клуб йĕркеленĕвĕн ертỹçине Мария Угаринăна, 42-мĕш пушар чаçĕн «Карапай Шăмăршă ПНИ» участокĕнчи пушар машинин водительне Олег Харитонова, Шăмăршă лесничествин вăрман инженерне Вячеслав Чегаева округри вун-вун çын паллать. Вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем чăнласах та, округ центрĕнчи тĕп лапама илем кỹнĕн, пурне те хăйсем пек хастар пулма чĕннĕн туйăнать.
Савăнăçлă чыслава округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев хутшăнчĕç, пурне те Май уявĕпе чун-чĕререн саламларĕç. ...
Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕсем чун-чĕрене хумхантарса янăранă хыççăн Хисеп хăмине кĕме тивĕçнисене ятарлă свидетельство парса чысларĕç, ĕç паттăрĕсене уява килнĕ халăх хыттăн алă çупса саламларĕ. Çакă та кăмăла çĕклет: ĕç коллективĕсем хăйсен маттур çыннисене чечек çыххи парса, ăшă сăмах каласа чысларĕç.
Аса илтерер: темиçе çул каялла _ совет самани вăхăтĕнчи Хисеп хăмине çĕнĕрен «чĕртсе тăратма» _ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ ырă пуçару турĕ, журналист сĕнĕвĕпе депутатсем те килĕшрĕç. Паян Хисеп хăми округри чи пысăк чыслав вырăнĕ пулса тăчĕ: кунта кашни çынах килсе курма тăрăшать, ĕç паттăрĕсен галерейи умĕнче çамрăк мăшăрсем сăн ỹкерĕнеççĕ. Тепĕр ырă йăлана та каласа хăвармалла: иртнĕ çул Хисеп хăмине кĕме тивĕçнисене кăçалхи уявра тепĕр хут саламларĕç, ĕмĕр упрама хăйсен сăн ỹкерчĕкне парнелерĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.