Повар пулса, слесарь пулса Яла усă кỹресчĕ...

«УПК 21 _ Учебно-производственные классы» проекта пурнăçланă май, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн 9-класĕнчи 8 хĕрпе 11-класĕнчи 3 каччă «пирвайхи» профессисене («Повар, кондитер», «Ял хуçалăх машинисемпе оборудование юсакан слесарь») алла илме хатĕрленеççĕ.
«Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ» АПОУра хĕрсем _ повар-кондитер, яшсем _ ял хуçалăх техники тата оборудованийĕ пирки ятарлă программăна «шĕкĕлчеççĕ», практика урлă малтанхи хăнăху витĕр тухаççĕ.
Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех эрнесерен, шăматкун, шкул автобусĕ çамрăксене техникума илсе çỹрет. Опытлă преподавательсемпе мастерсем пулăшнипе вĕренекенсем çирĕп пĕлỹпе хăнăху илеççĕ.
Сăмах май, кунтах Шăмăршă вăтам шкулĕн яш-кĕрĕмĕ те професси хатĕрленĕвĕ витĕр тухать.
Май уйăхĕнче хĕрсемпе яшсем экзамен тытаççĕ. Вĕсене ку е вăл специальность енĕпе производство вĕренĕвĕ витĕр тухнине çирĕплетекен документ тивĕçĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕпе техникум çыхăнăвĕ аслă классене професси суйлавĕнче тĕрĕс суйлав тума пулăшасси куç кĕрет. Çамрăксенчен пурнăç тĕллевне асăннă специальноçсемпе çыхăнтарас шутлисем пурри савăнтарать. Кашниех повар-кондитер е слесарь пулмасан та, ку енĕпе илнĕ професси пĕлĕвĕ малашлăхра кирлĕ пулатех. Рынок саманинче харпăр хăй ĕçне пуçаракан та, фермер хуçалăхне йĕркелекен те, чи кирли _ ялта тымар яракан та _ пулатех.
Н.Угарина,
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.