Шăнкăртаттăр тăрă шыв...

КАРАПАЙ Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 35 вĕренекен _ Пĕтĕм Раççейри «Раççей шывĕ» экологи акцине хутшăнса _ Куперля кỹллипе Хырла çырми тавралăхне тасатса _ тирпейлесе тухнă.

Тасамарлăх 15 михĕ таранах пуçтарăннă. Шкул ачисем шыв хĕррине канма килекенсене тирпейлĕхе упрама, çут çанталăкшăн тăрăшма чĕнсе калаççĕ.

«Раççей шывĕ» акцие Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн тата ял территори уйрăмĕн ĕçченĕсем те хутшăннă, Шăмăршăпа Çĕнĕ Шăмăршă хушшинчи пĕве территорине _ пурĕ 1 километра яхăн _ тасатса тухнă. Çут çанталăк тусĕсем 6 кубометр çỹп-çапа пуçтарса свалкăна ăсатнă.



08 мая 2024
11:04
Поделиться