Паттăрлăх орденĕ - чыс та астăвăм...

Николай Харитонов... Çирĕм тăхăр çул çеç пурăнма ĕлкĕрнĕ вăл, апла пулин те халăх кун-çулне, Çĕр-шывăмăрăн историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Хăй çинчен нихçан манăçми ырă ят хăварнă...
Ал лаппи çине вырнаçать ун кĕске биографийĕ. 1994-çулхи августăн 28-мĕшĕнче Вырăс Чукал ялĕнче кун çути курнă вăл. Ачаран спортпа туслă пулнă. Футболла, хоккейла ăста вылянă. 2012-çулта, вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илсен, çар службинче тăнă. Çар çынни пулас ĕмĕт 2013-çулта Чăваш Республикин Раççей гвардийĕпе çыхăнтарнă ăна. Тепĕр çултан Чечня Республикин Раççей гвардийĕнче службăра тăма контракт çырнă Вырăс Чукал каччи. 2016-çултанпа Ростов облаçĕнчи ятарлă 7-мĕш «Росич» отрядра çар тивĕçне пурнăçланă. 2019-çулта Североморск хулинче Раççей Федерацийĕн «Вице-адмирал Кулаков» БПК (шыв айĕнчи кимĕсемпе çапăçмалли карап) çине куçнă.
2023-çулхи апрельте контракт йĕркипе Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен 15-мĕш уйрăм гварди мотострелоксен бригадипе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăннă. Çав çулхи сентябрьтен пуçласа Псковри десантпа штурм батальонĕнче тăнă. Çар задачине пурнăçланă чух Николай Харитонов 2023-çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. ...
Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Вырăс Чукал ялĕнчи Елена Алексеевнăпа Сергей Николаевич Харитоновсене Паттăрлăх орденне упрама пачĕç. Паттăрлăх орденне вĕсен Николай ывăлĕ çар операцийĕнче пуç хунă хыççăн тивĕçнĕ.
Чаплă лару-тăрура Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Вячеслав Александрович Илюткин, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина, округ администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникĕ Светлана Павлова паттăр ентешĕмĕрĕн Николай Харитоновăн çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче юлассине пĕлтернĕ.
«Николай Сергеевич Тăван çĕр-шывăн чысĕпе тĕрĕслĕхĕшĕн çапăçса чăн-чăн патриот пулнине çирĕплетрĕ, çитĕнекен ăрушăн яланлăхах ырă тĕслĕх пулса юлчĕ. Çакăнта - ашшĕ-амăшĕн тĕрĕс воспитанийĕ» (Вячеслав Илюткин). «Таса чунлă, ырă чĕреллĕ, кирек епле ĕçе те вĕçне çитерекен тата Тăван çĕр-шывшăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулма ăнтăлакан Ывăл пăхса çитĕнтернĕ Ашшĕ-амăшне - чыс та мухтав!» (Светлана Павлова).
Сăмах май, вырăсчукалсем паттăр ентешĕмĕре хисеп туса Асăну хăми уçма хатĕрленеççĕ.
Çапла, чăн-чăн Çын, вилĕмсĕрлĕхе куçнă Паттăр сăнарĕ халăх асĕнче юлма тивĕç...
З.Свеклова.