Сивĕ сиен кỹреймен
ЧЕЧЕКРЕ ларакан сад пахчине май уйăхĕнчи сивĕ çанталăк нумай сиен кỹчĕ. Улма-çырла сахал пуласси халех паллă.
Çав вăхăтрах уй-хирте акнă культурăсене сивĕ нимех те тăвайман иккен. Муниципалитет округĕн ял хуçалăх секторĕн тĕп специалисчĕ Светлана Ильина тата «Россельхозцентр» ФГБУ районсем хушшинчи филиалĕн агрономĕ Светлана Вашуркина çак эрнере Елена Пондякова, Геннадий Макаров фермерсем, «Колос» Агрофирма» ООО акса хăварнă пăрçапа çурхи тулă тата сĕлĕ уйĕсенче пулса калчана тĕрĕсленĕ. Пур çĕрте те калча сивве чăтса ирттернине, çавăн пекех кĕрхи тулă уйĕ те хĕвел ăшшинче тата минерал удобренийĕпе апатлантарнипе куçа илĕртсе ешернине палăртнă.
Геннадий Макаров фермер хĕвел çаврăнăш акма та пуçăннă. Пресс-центр пĕлтернĕ тăрăх, майăн 15-мĕшĕ тĕлне округри хуçалăхсем 2497 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çав шутра 676 гектар _ тулă, 860 гектар _ урпа, 207 гектар _ сĕлĕ, 754 гектар _ пăрçа йышши культурăсем, 5 гектар _ чернушка сухан, 40 гектар _ техника культурисем, 23 гектар _ рапс, 95 гектар _ пĕр çул ỹсекен курăк, 27 гектар нумай çул ỹсекен курăк акнă.
Çур аки малалла пырать.
С.ИВАНОВ.