«Çичĕ сыпăк таран пĕлмеллех!» _ çапла асăрхаттарнă пирĕн мăн асаттесем
АЛЛĂМĂРА чĕре çумне хурса е алла çăкăр чĕлли тытса шантарсах калар-ха: лайăх пĕлетпĕр-и эпир хамăрăн йăх-несĕлĕмĕре? Асаттепе асанне, кукаçипе кукамай тăванĕсене ятран аса илме пултаратпăр-и?
Шел те, пирĕнтен кашниех аса илеймĕ çав, мĕншĕн тесен нумайăшĕ вĕсене пĕлмест те.
Мăн асаттесем вара тăвансене сахалтан та çичĕ сыпăк таран пĕлме хушнă. Вĕсене аса илмелле, вĕсемшĕн кĕл тумалла, вĕсем çинчен хамăрăн ачасемпе мăнуксене каласа памалла.
«Йăх-несĕле манса кайни _ чун чухăнланса, чĕре сивĕнсе пынин чи пирвайхи палли», _ тенĕ вырăссен чаплă çыравçи Александр Сергеевич Пушкин.
Йăх-несĕл вăл _ пурнăç йывăçĕ. Шухăшлар-ха: йывăçăн тымарĕ хăрсан мĕн пулĕ? Çак йывăçа пирĕн мăн-мăн асаттесем лартса хăварнă, турат çумне турат хутшăннă. Эпир _ çак йывăçăн çулçи кăна. Йывăç вулли çирĕп пултăр, турачĕсем ан хуçăлччăр тесен, пирĕн мăн асаттесен пехилне манмалла мар.
Пĕрремĕш сыпăк _ эпир, халĕ пурăнакансем. Иккĕмĕшĕ _ пирĕн аттепе анне. Виççĕмĕшĕ _ асаттепе асанне, кукаçипе кукамай. Тăваттăмĕшĕ _ мăн асаттепе мăн асанне, мăн кукаçипе мăн кукамай. Пиллĕкмĕшĕ _ мăн-мăн асатте, асанне, кукаçи, кукамай. Улттăмĕшĕ _ мăн-мăн асаттепе асаннен, мăн-мăн кукаçипе кукамайăн аслашшĕпе кукашшĕ, асламăшĕпе кукамăшĕ. Çиччĕмĕш сыпăк _ мăн-мăн асаттепе асаннен, кукаçипе кукамайăн мăн-мăн аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, питĕ нумай тăван пуçтарăнать, вĕсене шыраса тупма та çав тери йывăр. Эпĕ çак пархатарлă ĕçе пуçăнса вĕçне çитернĕ е вĕçлесе пыракан темиçе çынна пĕлетĕп: Шăмăршăри Владимир Андронов, Петр Фомин, Валерий Юманов, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Валерий Кудряшов, Анат Чаткасри Геннадий Афанасьев, Канаш паççулккинчи Владимир Викторов, Виçпỹрт Шăмăршăри Виталий Ухтияров, Владимир Мулендеев, Андрей Куликов тата ытти хăш-пĕр хастар чăваш.
Патирекри Николай Авксентьев вара çичĕ сыпăка çитнипе çеç çырлахман, саккăрмĕшĕ çине те ура ярса пуснă. Ырă ĕçшĕн ăна мухтамасăр чун чăтмасть!
Шел те, хăшĕ-пĕри çак ĕçе: «Нимĕн тума та кирлĕ мар, пустуй япала çеç», _ тесе шутлани хытă пăшăрхантарать. Пĕри тата çапла каласа хучĕ: «Мăн асат- тепе мăн кукаçи кам пулнине пĕлнипе ман кĕсьене пĕр пус укçа та кĕмест вĕт!»
Çапла, пур япалана та укçа çине хурса хаклама тытăнни хальхи пурнăçра хытă палăрать. Çакăн пек çынсем кам-тăр архивра кирлĕ документ шыранинчен те тĕлĕнеççĕ, унран кулма та пăхаççĕ.
Архивра документ шыраса тупасси вара _ çав тери йывăр тата тăкаклă ĕç. Хусан, Ульяновск, Шупашкар архивĕсенче мĕн чухлĕ укçа тăкакланă-ши эпĕ? Çакна хам та шутласа пăхман, шутлама кирлĕ те мар. Шăмăршă тăрăхĕн кун-çулĕпе интересленнĕ май, кашни ял историне тĕпчеме тăрăшатăп, пĕр-пĕр пĕчĕк хут татки шыраса тупсан та пĕчĕк ача пек савăнатăп.
«Çемье» сăмах вырăсла «семья» тесе куçарăннине пурсăмăр та пĕлетпĕр. Анчах «семья» _ «семь Я» (çичĕ эпĕ) пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетпĕр-и? «Çичĕ эпĕ» вăл _ шăпах çичĕ сыпăка пĕлтерет, çичĕ сыпăка асран кăларма юраманнине систерет.
Ĕлĕкхи ватăсем архивра чакалан- масăрах мĕн пур тăвана асра тытнă, вĕсемпе çыхăну йĕркелеме тăрăшнă. Халĕ мĕн пулчĕ-ха пирĕнпе? Е хамăра ытла та ăслă тесе шутлатпăр-и? Йăх-несĕл кам пулнине манни хамăрăн хушамата, юнăмăра сума суманниех мар-ши?
Ив.САЛАНДАЕВ.