Театр - ял çыннисем патĕнче

ШĂМĂРШĂРИ Халăх театрĕ çак кунсенче Ярăслав ялĕнче пулса «Ылтăн кĕрỹ» спектакльпе савăнтарнă. Куракансем Федор Малов, Ирина Федорова, Роза Сатеева, Владимир Веденеев, Олег Львов, Валерий Петров, Ольга Тимофеева, Кристина Токмакова артистсене тăвăллăн алă çупса тав тунă.

«Пирĕн театра халăх юратать, яланах чи çывăх тăвана кĕтнĕ пек чунтан хисеплесе йышăнаççĕ, _ тет Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Львова режиссер. _ Хамăрăн хастар йышпа эпир округри кашни ялах çитсе савăнăç парнелеме тăрăшатпăр».



31 мая 2024
10:53
Поделиться