Палăк çĕклеме - халăх пулăшăвĕ
ШĂМĂРШĂРИ Çĕнтерỹ паркĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса çĕнĕ палăк çĕкленĕ май, палăртнă мĕн пур ĕçе вĕçлеме укçа-тенкĕ чылай кирлĕ пулать.
Проектпа килĕшỹллĕн, уçă кĕнеке пек хатĕрленĕ постамент патĕнче салтак каски пулмалла, палăк çинчи хушаматсене çĕрле çутатса тăмалла, кунтах ĕмĕрхи çулăм йăлкăшмалла. Чечек вазонĕсем вырнаçтарма тата брусчаткăна çĕнетме те палăртнă. Çĕнтерỹ паркĕн хапхи Хĕрлĕ çăлтăра аса илтерĕ.
Пуçару бюджечĕн укçипе тунă май, мĕн пур ĕçе вĕçлеме халăхран тата 320 пин тенкĕ пуçтармалла. Ырă кăмăллă çынсем палăк счечĕ çине укçа куçарма тытăннă ĕнтĕ. Пĕрлехи вăйпа Шăмăршăра чаплă палăк çĕклетпĕрех!