Герой ячĕ - вилĕмсĕр!
РАÇÇЕЙ Геройне _ пирĕн округри Шамккай ялĕнче çуралнă Олег Долгова _ ентешсем асрах тытаççĕ. Кашни çулах вăл çуралнă çурт йĕри-таврашне тирпейлесе тăраççĕ.
Çак кунсенче Герой çурчĕ çумне «Салтак вăрçа суйласа илмест» ятлă стенд вырнаçтарчĕç. Кивĕ Чукал ял территорийĕн уйрăмĕ тăрăшнипе, илемлĕ стенд çине Олег Долговăн биографине тата унăн паттăрлăхĕ пирки çырса çапнă.
Округри шкул ачисем çуллахи каникул кунĕсенче Шамккай ялне экскурсие килсе Раççей Геройĕ çуралнă вырăнпа паллашасса шанатпăр. Çак çул çỹрев вĕренекенсене çарпа патриотизм воспитанийĕ пама пулăшĕччĕ.
Ив.АНАТКАС.