Нỹрĕк пур, хĕвел кулать - хресчен чунĕ савăнать!

Нỹрĕк пур, хĕвел кулать - хресчен чунĕ савăнать!

«ЫЛТĂН пек çанталăк!» _ çапла хавхаланса калаçать Петр Майоров фермер. Петр Анатольевич çак эрнере çуса иртнĕ ăшă çумăршăн, анлă уй-хирти тăри юрришĕн, çур аки ăнăçлă иртнишĕн чунтан савăнать.

Акатуй умĕнхи смотра округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Елена Ильичева, ял хуçалăхĕпе экономика секторĕн заведующийĕ Ильмира Тепитова, çак секторăн тĕп специалисчĕ Светлана Ильина, Россельхозцентрăн Патăрьел уйрăмĕнчи Шăмăршă округĕн агрономĕ Светлана Вашуркина тата фермерсем хутшăнчĕç. Хиртен хире çỹресе калча мĕнле шăтса тухнине, çум курăкпа тата хурт-кăпшанкăпа кĕрешнине пăхса тухрăмăр, çур акинче механизаторсем хастар ĕçленине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.

Пурĕ 11819 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, 57 гектар çĕр улми лартнă çĕр ĕçченĕсем. Выльăх апачĕ валли 1033 гектар, çав шутра 531 гектар _ куккурус, 348 гектар _ пĕр çул ỹсекен курăк, 154 гектар нумай çул ỹсекен курăк акса хăварнă. Мĕн акни-лартни лайăх шăтса тухнă. Эпир Шăмăршăри Александр Егоров, Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкинпа Владимир Алексеев, Çĕнĕ Тăрăнти Татьяна Иванова, Пуянкассинчи Геннадий Макаровпа Надежда Угарина, Анат Чаткасри Елена Пондяковăпа Андрей Юнкеров, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов, Васанти Игорь Быков фермерсен, Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ОООпа Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО хирĕсене чунтан савăнса сăнарăмăр.

_ Çур аки _ çур ĕç кăна-ха, мĕн акнине пăхса ỹстерессишĕн нумай тăрăшма тивет, _ терĕ Анат Чаткасри Петр Майоров фермер. Ун сăмахĕпе пурте килĕшрĕç.

Округра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те сарăлсах пырать. Акă Александр Егоров фермер нумай çул ỹсекен курăкран сенаж хатĕрлет. Ăна Геннадий Макаров фермер техникăпа пулăшать. «Çынна пулăшни çĕре ỹкмест», _ теççĕ ваттисем. Çакна пирĕн фермерсем асран кăлармаççĕ.

Пысăк тупăш пама пултаракан культурăсене ытларах лаптăк уйăрни те кăмăла çĕклет. Акă Юрий Лепешкин 150 гектар _ урпа (сăра тума юрăхли), 90 гектар _ хĕвел çаврăнăш, 20 гектар _ соя, 90 гектар пăрçа акнă. Александр Егоров хĕвел çаврăнăшне _ 220 гектар, Василий Павлов 132 гектар çитĕнтерет. «АгроТрансПорт» Агрофирма» ООО вара ăна 752 гектар акса хăварнă. Пулмантăшри Валерий Симурзин 25 гектар çĕр улми лартнă. «Победа» ООО, Александр Егоровпа Фазулла Рахматуллов фермерсем рапс культурăна килĕштереççĕ. Леонид Кошкин, Дмитрий Краснов, Алексей Мердеев, Надежда Угарина фермерсем севок сухан çитĕнтерме хăюлăх çитернĕ. Геннадий Макаров фермер 80 гектар хуратул акса утарçăсене савăнăç кỹнĕ.

Вырмаччен вăхăт пур пулин те, фермерсем тыр-пула пуçтарса кĕртесси пирки те паянах шутлаççĕ. Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкоров «Дон» комбайнпа ĕçлеме механизатор тупайманнишĕн хытă пăшăрханать. Лайăх тỹлеме, вăхăтлăх хваттерпе тивĕçтерме шантарать, анчах Чаткас тăрăхĕнче комбайнер та, тракторист та кăнтăрла хунарпа шырасан та тупма çук иккен. Çак хуйхă ытти фермерсен пуçĕ çинче те арман чулĕ пек йывăррăн пусса тăрать. Механизатор кадрĕсем çителĕклĕ пулнипе пĕртен-пĕр «Колос» Агрофирма» ООО çеç мухтанма пултарать. Хуçалăх ертỹçи Олег Кузнецов питĕ кăмăллă: çамрăксем техникăна юратни ялăн малашлăхĕ пуррине çирĕ плетет.

Ив.САЛАНДАЕВ.



14 июня 2024
10:20
Поделиться