Сăнĕсем - больницăн Хисеп хăми çинче

Сăнĕсем - больницăн Хисеп хăми çинче

Округри медицина сферинче хăйсен тивĕçне яваплăха туйса, тулли кăмăлпа пурнăçлакан медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсем: Александра Погашова - педиатр врач, Светлана Терентьева – медицина сестри, Людмила Надюкова _ медицина сестри, Мария Гаврилова _ медицина сестри, Татьяна Юнкерова _ Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле практика врачĕн медицина сестри, Олимпиада Давыдова _ тĕп врач çумĕнчи секретарь. Ĕçне кура _ хисепĕ. Çак медицина ĕçченĕсен сăнĕсене район больницин Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Кунта хăйсен ĕçĕнче чи пултаруллисен, чирлисене сыватассишĕн чуна парса ĕçлекенсен сăнĕсене куратпăр.

Маттур хĕрарăмсен ырă кăмăлĕ чирлисене лăплантарма, сыватма кăна мар, çемье вучахĕн ăшшине упрама та çителĕклех.

Н.Ильина.



14 июня 2024
10:18
Поделиться