Ачасен ỹкерчĕкĕнче - ĕç хăрушсăрлăхĕ
"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Нумаях пулмасть Шăмăршă тĕп больницинче "Ĕç хăрушсăрлăхĕ _ ачасен куçĕпе пăхсан" ятпа ỹкерчĕксен конкурсĕ иртнĕ, унта медицина учрежденийĕнче ĕçлекенсен ачисемпе мăнукĕсем хутшăннă.
Конкурс тĕллевĕ _ çитĕнекен ăрăва хăрушсăрлăх культурине ăнланма вĕрентесси, ĕçленĕ чухне çын пурнăçне сыхласси чăн малта тăнине ỹкерчĕк урлă сăнласа парасси.
Комисси членĕсем çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Пĕрремĕш вырăна _ Елизавета Смирновăпа Каролина Мулендеева, иккĕмĕшне _ Тимофей Краснов, виççĕмĕшне Варвара Федотова йышăннă. Конкурсра мала тухнисене _ çавăн пекех унта хутшăннă кашни ачанах _ пылак парнепе тата ỹкермелли хатĕрпе хавхалантарнă.
Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.