Хаклă вулаканăмăр!
"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Хаклă вулаканăмăр!
ПАЯН эсир "Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" кăларăма алла тытатăр. Çак проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕ, информаци политики тата массăллă коммуникаци министерстви 2024-çулта ирттернĕ конкурсра çĕнтерчĕ. "Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" кăларăмра эпир сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан, чир-чĕрпе кĕрешме вĕрентекен, медицинăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштаракан статьясене анлă çул парăпăр, çаплах халăхра чыс-хисеп çĕнсе илнĕ медицина ĕçченĕсем çинчен те ăшшăн çырса кăтартăпăр.
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ.