Хăрушлăх пысăк

"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ВИЧ/Спид чирĕпе 35 çул хушшинче Чăваш Республикинче 1600 ытла çын вилнĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕнче ВИЧ- инфекцийĕпе чирленĕ 52 çынна учета илнĕ. «Çын ВИЧ-инфекципе чирленине тестировани урлă çеç пĕлме пулать. Шăмăршă тĕп больницин 4-мĕш кабинетĕнче (инфекци чирĕсен кабинечĕ) сире тĕрĕслесе результат пирки пĕлтерĕç», _ тет çак кабинетри медицина сестри Т.Михайлова.

Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.



01 июля 2024
16:42
Поделиться