Инсульт - çăмăл чир мар

Инсульт - çăмăл чир мар

"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Раççейре çулталăкра 500 пине яхăн çын инсульт чăтса ирттерет, вăтамран çурри вилет, чĕрĕ юлнисенчен 90 проценчĕ инвалида тухать. Чирлисен 20 процентне тăтăшах урăх çын пулăшăвĕ кирлĕ. Маларах, тĕпрен илсен, хăрушлăх ушкăнне аслă çулсенчи çынсем кĕнĕ. Шел те, юлашки вăхăтра инсульт çамрăклансах пырать. Вăл çамрăк çынсене кăна мар, ачасене те ураран ỹкернĕ тĕслĕх чылай. Хăрушă çак чир тата унран хỹтĕленме пулăшакан мелсем çинчен эпир районти тĕп больницăн терапевтĕнчен Ольга Васильевна ПОЛКОВНИКОВĂРАН ыйтрăмăр.

_ Ольга Васильевна, пирĕн вулакансене инсульт мĕнле чир пулнине ăнлантарса парăр-ха?

_ Хытă юн чăмакки (тромб) е татăлнă юн тымарĕнчи юн пуç миминчи юн куçăмне пăссан инсульт аталанать. Кислородпа глюкоза çитменнине пула пуç мимин клеткисем вилеççĕ, хускану, калаçу, ăс-тăн ĕçĕ пăсăлать.

Чирĕн мĕн пур тĕслĕхĕн пысăк пайĕ _ ишеми инсульчĕ. Çак терминпа чăмакка юн тымарне хупласа пуç мимин пĕр-пĕр пайне юн пырассине чарса лартнине палăртаççĕ.

Тепĕр тĕрли _ геммораги инсульчĕ _ чылай сайрарах тĕл пулать. Вăл пуç миминче юн тымарĕ татăлсан пулать. Сиенленнĕ юн тымарĕ миме çийĕнче пулсан юхса тухнă юн пуç мимипе купташки хушшине пухăнать. Пуç мимин шаларахри тытăмĕнчи тымар татăлсан юн йĕри-таврари тĕртĕмсене тулать.

Анчах икĕ тĕрлĕ инсультăн та витĕмĕ пĕр пекех _ нерв клеткисем патне юн пырса тăрасси пăсăлни тата пухăннă юн пуç мимин тĕртĕмĕсене пусарни.

Ишеми инсульчĕн сăлтавĕ пулса тăракан тăхасем атеросклероз юн чăмаккисем çыпăçса хупланипе хĕсĕннĕ артерисенче йĕркеленеççĕ. Чĕре япăх ĕçлесен те, аманнипе ал-ура, вар-хырăм, кăкăр кăшкарĕ ăшĕнчи юн тымарĕсем татăлсан та юн хытса чăмаккаланать. Юн пусăмĕ ỹссен те пуç мимине юн кайма пултарать.

Инсультăн тепĕр сăлтавĕ _ аневризмăсем (юн тымарĕсен ытла хытă сарăлнă пайĕсем) татăлни. Çак хăрушлăх та час-часах юн пусăмĕ хăпарнипе пулать тата йывăрланать.

Пуç мимин пĕчĕк пайĕ кăна сиенленсен ал-ура вăйсăрланать. Мимен пысăк пайĕнче юн çаврăнăшĕ пăсăлсан шалкăм çапать, çын вилме те пултарать. Инсульт тỹссе ирттернĕ çынсенчен чылайăшĕн кĕлеткен пĕр енĕ кăштах е пĕтĕмпех хускалми пулать, калаçу тата тула тухассине контроллесе тăрасси пăсăлать. Ăс-тăн пултарулăхĕ те хавшать.

_ Чирĕн малтанхи паллисем мĕнлерех-ши?

_ Инсульт систермесĕр тапăнать. Анчах темиçе минутранах апатсăр юлнă пуç мимин клеткисем вилнипе чир витĕмĕ те палăрма пуçлать. Унăн паллисене тỹрех асăрхаса «Васкавлă пулăшу» чĕнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сиплеве май килнĕ таран иртерех тытăнни инкек лекнĕ çынна лайăхрах, витĕмлĕрех пулăшу пама май парать.

Тĕпрен илсен, инсульт паллисем çакăн пек: _ пуç çаврăнать, шайлашулăх тата хускану координацийĕ çухалаççĕ; _ калаçу пăтрашăнать; _ кĕлеткен пĕр енĕ çывăрса ларать, вăйсăрланать е шалкăм çапать; _ куçра тĕксĕмленсе килет, япаласем иккĕллĕ е тĕтреллĕ курăнаççĕ; _ пуç тăрук хытă ыратма пуçлать.

Енчен те çак чир паллисем пур пек туйăнсан виçĕ хушуран тăракан тест ирттерĕр. Вĕсене пĕрне те пурнăçлаймасан тỹрех «Васкавлă пулăшу» чĕнĕр, инсульт пулма пултарни пирки пĕлтерĕр!

1. Аптăраса ỹкнĕ çынна шăлсене кăтартса сарлакан кулма ыйтăр. Инсульт чухне кулă улшăнать, илемсĕрленет, шăл йĕрнĕ е тутан пĕр енĕпе, е чалăш кулнă евĕр курăнать.

2. Унтан куçĕсене хупса аллисене çỹлелле çĕклеме, çапла 10 çеккунт тытса тăма калăр. Инсульт чухне мышцăсем вăйсăрланаççĕ, вĕсене нумай вăхăт çĕклесе тăрасси кăткăсланать. Пĕр алă пачах çĕкленменни те _ инсульт палли.

3. Малалла мĕнле те пулин предметсене калама ыйтăр. Тĕслĕхрен: «Паян çанталăк иртенпех лайăх». Инсульт тăк калаçу пăсăлать, чирлĕ çын эсир ыйтнине йĕркеллĕ калаймасть.

_ Ольга Васильевна, чир сăлтавĕсене асăнса тухаймăр-ши?

_ Инсульт хуть те кама та аптăратса ỹкерме пултарать. Сăлтавĕсем, тĕпрен илсен, пурнăç йĕркипе çыхăннă. Япăх вилĕм кỹрекен пулăмсем: - юн пусăмĕ ỹсни; - холестерин шайĕ пысăк пулни; - диабет; - самăрлăх тата кĕлетке виçи ытлашши пулни; - чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем; - пирус туртни; - наркотиксемпе усă курни; - эрех-сăрапа иртĕхни.

Унсăр пуçне инсульт 55 çулран иртнĕ тата çывăх тăванĕсем çак чире пула инкек тỹснĕ çынсен тăтăшрах аталанать. 45-55 çулсене илес пулсан, çак ỹсĕмри арçынсем хĕрарăмсенчен икĕ хут ытларах инсультпа аптăраççĕ.

_ Чиртен хỹтĕленме пулать-и?

_ Вăхăтсăр чирсен 80 процентĕнчен хỹтĕленме май пур. Инсульт профилактикине çын хăй пысăк тỹпе хывма пултарать. Профилактика сывă пурнăç йĕркипе тачă çыхăннă. Ăна пăхăнасси пĕрре те кăткăс мар.

Хăвăрăн юн пусăмĕн виçине пĕлмелле тата ăна тĕрĕслесе тăмалла.

Пирус туртма хăнăхмалла мар тата май килнĕ таран хăвăртрах туртма пăрахмалла.

Апата тăвар май килнĕ таран сахалран хушмалла тата тăварлă консервсемпе çурма фабрикатсене рациона кĕртмелле мар.

Юнри холестерин шайне виçере тытмалла.

Сывă апатланăвăн тĕп йĕркисене пăхăнмалла _ пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле, хушма сахăрпа выльăх çăвне рационран кăлармалла.

Эрех пачах та ĕçмелле мар, инсульт аталанас хăрушлăх эрех ĕçнĕ хыççăнхи малтанхи сехетсенче уйрăмах пысăк.

Спортпа туслă пулмалла. Утса уçăлса çỹрени е велосипедпа ярăнни те чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, çав шутра инсульт та, атананас хăрушлăха чакарать.

Чир тỹссе ирттернĕ çынсен организма май килнĕ таран иртерех çирĕплетме тытăнмалла. Пациентăн хускалма пуçличчен вырăн çинче темиçе кун е эрне выртмалла тесе калатчĕç. Хальхи пĕтĕмлетỹсем вара пациент специалистсем пулăшнипе май килнĕ таран иртерех ларма, тăма, утма, хусканусем тума тытăнни хăвăртрах сывалса пыма витĕм кỹнине çирĕплетеççĕ. Инсультпа кĕрешнĕ чухне вăхăтра сипленипе пĕрлех реабилитацин витĕмлĕ программисемпе те усă курни пĕлтерĕшлĕ.

Тимлĕ пулăр, хăвăрăн, çывăх çыннăрсен сывлăхĕ хавшанă пек туйăнсан хăвăртрах больницăна килсе тĕрĕсленме васкăр. Юн пусăмне, холестерина, кĕлетке виçине сăнаса тăма ан манăр.

Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.



01 июля 2024
16:03
Поделиться