Июнĕн 29-мĕшĕнче Сывлăхпа спорт кунĕ
"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ИЮНĔН 29-мĕшĕнче Чăваш Енре _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет окру- гĕнче те _ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕн залĕсемпе бассейна тỹлевсĕрех кĕртеççĕ. Пурне те сывлăха тĕреклетме чĕнетпĕр!
Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.