Нумай та пĕтет, сахал та çитет...

"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ХЫРĂМЛĂХА пулăшма, апат ирĕлесси пăсăласран хỹтĕленме йывăрах та мар. Мĕн çинипе, мĕнле апатланнипе тимлĕ пулмалла тата пурнăç йĕркине хăш-пĕр улшăну кĕртмелле.

1. Хырăм тулса ларичченех çимелле мар Тăтăшрах тата сахалшарăн çини хырăмлăх канăçсăрлантарасран, апат ирĕлесси япăхасран, юнри сахăр шайне йĕркелесе тăракан инсулин гормон шайĕ улшăнса тăрасран сыхланма пулăшать. Унсăр пуçне апат нумай çисе тултарни хырăмлăх стенкине сарать.

2. Ирхи апат валли вăхăт тупмаллах Ирхине апатланмасан организм выçса çитет, çавна май кун тăрăшшĕнче калорисене çунтарас хăвăртлăх чакать. Тĕшĕллисенчен хатĕрленĕ апат, сĕлĕ пăтти е тулли тĕшĕллĕ çăкăра типĕтсе çини организма энергипе тивĕçтерме, клетчатка саппасне пуянлатма пулăшать.

3. Тулли мар хырăмпа çывăрма выртмалла Çывăрма выртиччен виçĕ сехет çимелле мар _ каçхи апат ирĕлме ĕлкĕртĕр. Выртас умĕн çисен çунма ĕлкĕреймен калорисем çĕр каçа çу саппасне куçаççĕ. Унсăр пуçне кăкăр хĕртме, рефлюкс (хырăмлăхри йỹçек апат пырне çĕкленни) пуçланма пултарать.

4. Майĕпен, апат тутине туйса чăмламалла Васкаса чăмланă тата çăтнă чухне сĕлекере апата лайăх ирĕлтерме кирлĕ ферментсем пухăнма ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа яланах ларса тата кашни татăка тĕплĕ чăмласа çимелле.

5. Апат хыççăн вăй-хал ĕçĕ тумалла мар, спорт занятийĕсене кайма та тăхтамалла Çинĕ хыççăн апат хуранĕ патне юн пырса тулать, апат ирĕлтерме пулăшать. Тутă чухне вăй хурсаĕçлесен юн унта мар, чĕре, ỹпке, ал-ура мускулĕсем патне васкать. Çавна пула апат ирĕлесси пăсăлать. Васкамасăр уçăлса çỹрени вара пачах урăхла _ апата ирĕлтерме пулăшать.

6. Пахча çимĕç, улма-çырла çимелле Ỹсен-тăран апачĕ _ клетчатка, витаминсен, минералсен, çут çанталăк микроэлеменчĕсен чи лайăх çăл куçĕ. Вĕсем чĕре чирĕсем, диабет, усал шыçă аталанасран хỹтĕленме пулăшаççĕ. Кашни кун тĕрлĕ ỹсен-тăран апачĕ çиме тăрăшăр: салат, пахча çимĕç яшки е гарнирĕ.

7. Çăра çу сахалрах пултăр! Хĕрлĕ аш-какайри (ĕне, сысна ашĕ), услам çури, çăра сĕтри, хытă сортлă сырти, çуллă сĕт çимĕçĕсенчи, хатĕр хăш-пĕр тортри, печенири çăра çусем юнри холестерин шайне ỹстерме, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене аталантарма витĕм кỹреççĕ.

8. Техĕмлĕхсемпе асăрхануллă пулмалла! Тĕрлĕ техĕмлĕх кашни çынна тĕрлĕ витĕм кỹрет. Вĕсене пула кăкăр хĕртме, вар-хырăм ыратма, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлма пултарать. Çак техĕмлĕхсем вара усăллă: импĕр, кумин, хĕрлĕ пăрăç апат ирĕлессине лайăхлатаççĕ.

9. Хĕрлĕ аш-какай сахалрах çимелле Хĕрлĕ какай, аш çимĕçĕсем (сосиска, тĕтĕмленĕ кăлпасси) апат ирĕлтерекен органсен онкологи чирĕсем аталанас хăрушлăха ỹстереççĕ. Тĕнчери усал шыççа тĕпчекен фонд кăтартăвĕсем тăрăх, какай деликатесĕсене килĕштерекенсем хырăмлăхпа пыршăлăх ракĕпе вегетариансенчен 20 процент тăтăшрахх аптăраççĕ. Сывлăха упраса хăварас тесен консерватсем хушнă какай çимĕçĕсене пачах çимесен тата лайăхрах.

10. Шыв ĕçмелле Ирхине выç хырăмла, апатсен хушшинче, апат хыççăн пĕр сехетрен тата каçхине çывăрма выртас умĕн 1-ер стакан шыв ĕçмелле.

Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.



01 июля 2024
16:41
Поделиться