Шăл тухтăрĕ

"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Роза Рауфовна Мухарямова (сăн ỹкерчĕкре) Шăмăршă тĕп больницинче 2013 çултанпа ĕçлет. Патăрьел хĕрĕ кунта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Стоматология» факультетне пĕтернĕ хыççăн килнĕ. Ăшă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ специалиста больницăна сипленме килекенсем питĕ хисеплеççĕ. Роза Рауфовна _ пĕрремĕш категориллĕ врач-стоматолог-терапевт.
Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.