Стартра - çĕнĕ Наци проекчĕсем

"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
2025-ÇУЛХИ январĕн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ Наци проекчĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарма Шăмăршă больницин тĕп врачĕнчен Ирина СМИРНОВĂРАН ыйтрăмăр.
_ Çапла, çитес çул пуçламăшĕнче эпир çĕнĕ Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлеме тытăнатпăр. Вĕсем çаксем: "Çемье", "Вăрăм тата активлă пурнăç" тата "Сывлăха сыхламалли çĕнĕ технологисем".
_ Ирина Анатольевна, "Çемье" проект пирки мĕн калама пултаратăр?
_ "Çемье" проектпа чи нумай мероприяти иртĕ тата ăна пурнăçлама укçа-тенкĕ те ытларах уйăрĕç.
Çак проект амăшĕсемпе ачасене хỹтĕлемелли çĕнĕ комплекслă программăна пурнăçа кĕртме пулăшмалла. Çемьепе ачасене пулăшмалли нумай тĕрлĕ мероприяти иртмелле. Кĕскен каласан, "Çемье" Наци проекчĕ çĕр-шывра ача çуратассине ỹстерме вăй памалла.
Кунта "Вăрăм тата активлă пурнăç" Наци проектне те асăнса хăвармаллах пулĕ. Çак проект çын пурнăçне лайăхлатса пырса вăтам ĕмĕр тăрăшшĕне 80 тата ытларах çула çитерме пулăшмалла. Чир-чĕре иртерех тупса палăртса сиплеме пуçлани, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, кашни пациент сывлăхне уйрăммăн шута илсе тĕрĕс сыватни çын ĕмĕрне тăсма пулăшĕ.
Хамăрăн больница пирки калас пулсан, çĕнĕ препаратсемпе биомедицина технологине пурнăçа кĕртессишĕн, дистанци технологине аталантарассишĕн эпир çине тăрсах ĕçлетпĕр. Медицинăра искусствăлла интеллект çине тимлĕ пăхатпăр, чир ан сарăлтăр тесе профилактика ĕçне анлă туса пыратпăр.
Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.