Унăн сăнĕ _ Хисеп хăми çинче

"Пурнăç илемĕ - сывлăхра!" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ШĂМĂРШĂ тĕп больницин ĕçченĕсем хăйсен коллективĕнчи икĕ çынна округри Хисеп хăми çине кĕртнипе мухтанма пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ Раиса Николаевна Краснова çак пысăк чыса халăх сывлăхĕн хуралĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленипе, коллективра пысăк авторитет çĕнсе илнипе тивĕçнĕ.
Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.