«Сак тулли ача-пăча чуптăр», _ тенĕ ваттисем...

«Сак тулли ача-пăча чуптăр», _ тенĕ ваттисем...

РАÇÇЕЙРЕ _ çав шутра хамăрăн Чăваш Республикинче те _ ача сахал çурални хытă пăшăрхантарать. Ку тĕлĕшпе «Демографи» Наци проекчĕ малтан кĕтнĕ чухлĕ усă параймарĕ. Халĕ ача çуратассин коэффициенчĕ 1,4-па танлашать, халăх йышĕ ан чактăр, ỹссе пытăр тесен вара 2,1 коэффициент кирлĕ. Çак задачăна пурнăçлама çĕр-шыври çемьесенчен çурри ытла нумай ачаллă пулмалла, паян вара 9,4 процент çеç шутланать.

Кăçал «Демографи» проект вĕçленет. Çĕр-шыв Правительстви «Çемье» Наци проекчĕ хатĕрлет, унта демографи задачисем пурте кĕрĕç. «Çемье» проектра ача çуратакансене пулăшмалли эффективлă мерăсем тĕп вырăн йышăнасса шанас килет.

Çак тата ытти ыйтăва çĕклерĕмĕр эпир Шăмăршă муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕн заведующийĕпе Т.П.Матвеевăпа йĕркеленĕ калаçура.

_ Татьяна Петровна, чăн малтан ĕлĕкрех асаттесемпе асаннесем каланă ăслă сăмаха аса илер-ха: «Сак тулли ача-пăча чуптăр!» _ тенĕ вĕсем çамрăксене пил панă чух. Эпĕ хам та çав вăхăта лайăх ас тăватăп: ялти кашни çемьере тенĕ пекех 5-6 е ытларах та ача çитĕнетчĕ. Хамăр касăра та темиçе футбол команди те йĕркелеме пулатчĕ. Шкулти кашни класрах 25-30 вĕренекен пĕлỹ илнĕ, çуркуннепе кĕркунне ял-йыш 15-20 йĕкĕте салтака ăсатнă, кĕр мăнтăрĕпе çакăн чухлĕ туй кĕрленĕ...

_ Иван Михайлович, тĕрĕсех калатăр: ун чух шкулсем те тулли пулнă, клуба çын шăнăçайманнипе икшер хутлă Культура çурчĕсем çĕкленĕ, ача сачĕсене вырнаçма та вăрăм черет тăсăлнă... Паянхи лару-тăру пирки савăнăçлăн калаçма май çук: кăçалхи пĕрремĕш çур çулта округра пурĕ те 21 ача çеç çут тĕнчене килнĕ.

Уйрăммăн илсен, Кивĕ Шăмăршăра _ 1, Пăчăрлă Пашьелĕнче _ 1, Виçпỹрт Шăмăршăра _ 1, Палтиелĕнче _ 1, Карапай Шăмăршăра _ 3, Кивĕ Чукалта _ 2, Шăмăршăра 10 ача çуралнă. Анат Чаткас тата Чукал ял территорийĕн уйрăмĕсенче кăçал пепке сасси илтĕнмерĕ. Çав вăхăтрах Баскакра йĕкĕреш ачасем çурални кăмăла çĕклет.

_ Сирĕн шутпа, демографи лайăхлантăр тесен мĕнле мерăсем йышăнмалла?

_ Демографи политики виçĕ ен çинче аталан- малла тесе шутлатăп. Пĕрремĕшĕ _ çемьери ытлă-çитлĕ пурнăç. «Ача çуралать _ пурнăç йывăрлăха кĕрсе ỹкмест» принцип тĕп вырăнта тăмалла.

Иккĕмĕш ен _ çемьене кирлĕ инфраструктурăна аталантармалла. Шел пулин те, хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесем валли инфраструктура çителĕксĕр аталаннă, ют хулана каяс пулсан хăна çурчĕсенче вĕсене уйрăм номер та тупса параймаççĕ.

Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикинче хăш-пĕр ырă пулăм палăрать-ха.Ачаллă çемьесене хутшăнтарса строительствăпа тирпей-илем мастер-планне туса хатĕрлес ĕç тапраннă. Нумай ачаллă çемьесен кашни сĕнĕвне шута илеççĕ. Михаил Мишустин премьер-министр Раççей Патшалăх Думин ларăвĕнче тухса калаçнă чух Чăваш Ен опытне ырлани, çак опыта çĕр-шывĕпех анлă сармалли çинчен пĕлтернĕ. Мастер-плана бюджета кĕртни нумай ачаллă çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерме пулăшĕ.

Виççĕмĕш ен те пысăк пĕлтерĕшлĕ: ку вăл _ воспитани ĕçне тĕпрен лайăхлатасси. Çамрăксене пирĕн çемьери ырă йăла-йĕрке традицийĕсене шута илсе воспитани памалла. Шкулта «Семьяведение» предмета вĕрентме чи авторитетлă учительсене _ çемьере тата ял хушшинче ырăпа çеç палăрнă çынсене _ шанмалла.

Хаçатра, Интернетра, телевиденипе радиора, кинора лайăх çемьесене анлăн пропагандăламалла, çирĕп кил-йыш çеç çĕр-шыв тĕрекĕ, пурнăç илемĕ пулнине çамрăксене ĕнентермелле каласа ăнлантармалла.

_ Татьяна Петровна, Эсир _ çичĕ ача амăшĕ. Ваттисен пехилне _ «Сак тулли ача-пăча чуптăр!», _ тенине _ тивĕçлипе пурнăçланă. Эпир сирĕн çемйĕре яла- нах чи ырă тĕслĕх вырăнне хуратпăр, сирĕнпе мухтанатпăр.

Çывăхарса килекен Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕ ячĕпе чунтан саламланă май, Сире хам çырнă сывă йĕркисене вуласа парас килет:

«Ачусем: «Анне!» _ тесессĕн,

Мăшăрна: «Атте!» _ тесен,

Мĕн тери эсир телейлĕ!

Кам çемьесĕр _ çав пĕлмест...»

_ Иван Михайлович, пысăк тав сăвăпа кăмăла çĕкленĕшĕн!

Хаçатра вырăн панипе усă курса, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат вулаканĕсене пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламлатăп, кил-йыш ăшшипе килĕшĕве упрама нихçан сỹнми ăш пиллĕхпе пархатарлăх сунатăп. Сирте вашаватлăхпа хастарлăх, ĕçченлĕх, чун илемĕпе кăмăл пуянлăхĕ нихăçан та ан иксĕлччĕр!

Калаçăва Ив.САЛАНДАЕВ йĕркеленĕ.



05 июля 2024
09:49
Поделиться