Шывра асăрхануллă пулăр!
ÇĂЛАВÇĂСЕМ асăрхаттарсах тăрсан та кăçал шывра инкек çине инкек пулнă. Статистика савăнтармасть: июнь уйăхĕнче республикăра 11 çын путса вилнĕ, çав шутра _ 3 ача.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура шыва кĕнĕ чух хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмаллине хытарсах каланă. 16 çултан кĕçĕнрех ачасене аслисемсĕр шыва кĕме чараççĕ. Ку _ питĕ кирлĕ мера: 2021-2023-çулсенче Чăваш Енре 21 ача шыва путса вилнĕ.
Хăвăра упрăр! Астăвăр: шывăн турачĕ çук.
Е.ЖОЛОБОВА.