Ултă «ылтăн», çичĕ «кĕмĕл»...
ИЮНĔН 28-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнчи выпускниксемшĕн сывпуллашу каçĕ иртрĕ. Вĕренỹре тата общество ĕçĕнче чи маттур пулнă выпускниксене _ 11-мĕш класс пĕтернĕ каччăсемпе хĕрсене _ ултă «ылтăн» тата çичĕ «кĕмĕл» медальпе чысларĕç.
Уявра шкулпа сывпуллашакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова тата Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ Вера Хорькова чун-чĕререн саламларĕç, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма, Тăван çĕр-шывшăн усăллă çын пулма ырă сунчĕç.
Е. ЖОЛОБОВА.