Çĕр пирки - çĕр шухăш...

Çĕр пирки - çĕр шухăш...

«ÇĔР ĔÇ культуришĕн тăрăшмалла. Хир çум курăк ĕрчетекен вырăн ан пултăр. Çĕре лайăх сухаласа паха вăрлăх кăна акмалла. Хими имçамĕпе питĕ пĕлсе, унăн уссипе сиенне ăнланса усă курмалла», _ çапла калатчĕ нумай çул хушши Шăмăршă районне ертсе пынă И.А.Журавлев.

Иван Антонович чылай çул агрономра, совхоз директорĕнче ĕçленĕ. Пĕр-пĕр колхоза кайнă чух хăйпе корреспондента та илетчĕ. Шутлатăп та халĕ, район хуçи пире те ĕçлеме вĕрентесшĕн пулнă ĕнтĕ. Хаçат çыннин агроном та, зоотехник та, инженер та, строитель те, вăрманçă та пулмалла. Ячĕшĕн çеç çырнă статьян усси сахал, çук тесен те юрать. Хута варалани кăна. Мĕн çинчен çырма шутлатăн _ çав темăна лайăх пĕлмелле. Вара тин сана хисеплеме пуçлĕç, эс çырнă япалана вулакан та тупăнĕ.

Тунмастăп: эпĕ ун чух «çĕр ĕç культури» сăмаха та Иван Антоновичран кăна илтнĕ. «Культура» тенине пачах та урăхла ăнланнă: культурăллă кану, культурăллă çын, культурăллă пурнăç тата ытти те. Çĕрĕн мĕн культури пулмалла-ха, вăл _ хăш-пĕр культурăсăр çын пек _ намăс сăмах каламасть вĕт?

Калĕччĕ те лаплаттарса пĕр вирлĕ сăмах, шел, çĕрĕн чĕлхи çук çав...

Ас тăватпăр-ха, çĕре тарăн сухалама пăрахса дисклă сỹрепе айăн та çийĕн тусан тустараттăмăр, çиелтен шăйăрттарса «çемçетнĕ» тăпра çине тырă акаттăмăр. Çак «паха опыта» вĕренме семинар та ирттеретчĕç.

1990-çулсенче хирте... вăрман ĕрчетме тытăнтăмăр. Чукал _ Пулмантăш тăрăхĕнче пурăнакансем мунча милĕкĕ хатĕрлеме те унччен хир пулнă вырăна çỹретчĕç. Нихăçан пĕр тĕп йывăç та ỹсмен «Восход» колхозăн Хĕрлĕ Васан бригадинче те хурăнпа ăвăс ашкăрма тытăнчĕ. «Шăмăршă районĕн мĕн пур çĕрне вăрман хуçалăхне памалла та _ хир енчисене вутă сутса кăна пурăнăттăмăр», _çапла шỹтлетчĕç ĕмĕр тăрăшшĕпех хура тăпрапа ĕçленĕ ватăрах çынсем. Куççуль витĕр кулнă ĕнтĕ _ çавă çеç. Чĕре ыратнине шỹтпе пусарма тăрăшнă.

Пĕтĕм района ун чух сар чечекпе (одуванчик) шур чечек (ромашка) пусса илчĕ. Унчченхи йăнăша паян ĕçлекен фермерсем йывăрпа пĕтереççĕ, çум курăкран хăтăлма питĕ йывăр. Сар чечекпе шур чечек кашласа ларакан çĕре пирĕн асаттесем курас пулсан, е пурнăçран уйрăлса кайнă Василий Кошкин, Петр Петьков, Александр Вершинин, Валентин Шикин, Минзалтдин Алеев, Ринат Иматдинов, Михаил Ухваркин, Михаил Ильин, Валентин Мокеев тата ытти çĕр ĕçченĕсене чĕртсе тăратас пулсан _ мĕн калĕччĕç-ши вĕсем пирĕн пирки? «Культурăсăр» тесе каласран шикленмесĕр, хутлă-хутлă намăс сăмахпа вăрçĕччĕç, хăшне-пĕрне ĕçре хытнă шăнăрлă алăпа хăлха урлă та хытах! янклаттарĕччĕç.

Çакна эпĕ ятран асăннă çынсене лайăх пĕлнĕрен калатăп. Михаил Ухваркин хирти свет юпин тĕпĕсене те кĕреçепе чавтарса тырă актаратчĕ. Василий Кошкин _ хирти калчана камăн та пулин выльăхĕ таптасан _ вăр-вар пуху пуçтарса айăпа кĕнине халăх умĕнче намăслантаратчĕ. Александр Вершинин ялти шкулпа килĕшсе татăлса ырашпа тулла çум курăкран тасаттаратчĕ, чукалсен куккуруспа çĕр улми уйĕ те кинори пек илемлĕччĕ.

Пур çĕрте те хирти çул аяккине çулса илнĕ, ферма йĕри-таврашĕнче те çум курăк ашкăрман.

Хальхи хăш-пĕр фермерсем хăйсене çирĕплетсе панă çĕр çинче вăхăтлăха çеç ĕçленĕ пек туйăнать. Çĕр ĕç культуришĕн тăрăшни курăнмасть, çĕр пулăхне ỹстерессишĕн нимех те тумаççĕ.

Юлашки çулсенче округра хĕвел çаврăнăш çине пысăк тимлĕх уйăрма тытăнчĕç. Анчах çак культура тăпрана чухăнлатса хăварнине пĕлетпĕр-и-ха? Пĕр тонна тухăç илме 40 килограмм ытла азот, 30 килограмм фосфор, 1 центнер ытла кали кирлĕ. Тăпра сумсăра ан тухтăр тесен, çак элементсене ăна каялла тавăрса памалла.

Кунсăр пуçне, хĕвел çаврăнăш тăпрана типĕтсе ярать, 1,5-2 метр тарăнăшĕнчи нỹрĕке «ĕмсе» илет. Çак нỹрĕке каялла тавăрма сахалтан та 3-4 çул кирлĕ.

Эпĕ хĕвел çаврăнăша пачах та акмалла мар теместĕп, тупăшлă шутланакан культурăна хирте вырăн памаллах пулĕ. Анчах та хĕвел çаврăнăш хыççăн тырă япăх çитĕннине те манар мар: тутлăхлă япаласен саппасĕ каялла таврăнтăр тесен 7-8 çул та иртет.

Патакăн икĕ вĕçĕ пур тенĕ пек, хăш культурăна акассине планланă чух чăн малтан çĕр çинчен шутламалла: сиен тумастпăр-и ăна, чухăнланса юлнă тăпрара ăман та пурăнма пăрахни пире мĕн çинчен те пулин систермест-и?

Çапла, тăпрана ăман та кирлĕ. Ăман çĕрĕн тытăмне (структурине), микроструктурине тата пулăхлăхне лайăхлатать. Тăкак курмасăрах, «пĕр пус тỹлемесĕрех» ăман тăпран физика, хими тата биологи тытăмне çĕнетсе улăштарать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăмана агрономсем: «Çĕр пулăхлăхĕн архитекторĕ», _ тесе хисеплеççĕ.

Чавса пăхăр-ха хĕвел çаврăнăш ỹсекен хире _ ăман тупаятăр-и? «Архитекторсене» тĕп тусан, малашлăх пирки мĕн шутламалла?

Ăмансăр çĕр çинче сар чечекпе шур чечек çитĕнеççĕ-ха. Анчах çынна чăн малтан курăк мар, çăкăр кирлĕ. Хир ылтăн тырăпа илемлĕ, çĕр-шыв та тырăпа пуян.

Çак шухăш çуралчĕ манăн пуçăмра хир-хир тăрăх çỹренĕ чух.

Ив.САЛАНДАЕВ.



12 июля 2024
09:08
Поделиться