Шыв патне çывăха та ан пыччăр!

ХАÇАТĂН иртнĕ номерĕнчи «Шывра асăрхануллă пулăр!» статьяра республикăра çăва тухнăранпа 11 çын, çав шутра 3 ача путса вилни çинчен çырнăччĕ.

Шел те, чуна çỹçентерекен хăрушă цифра улшăнсах тăрать: халĕ 21 çын путса вилнине пĕлтĕмĕр.

Синоптиксем малтанлăха палăртнă тăрăх республикăра июль уйăхĕ тăрăшшĕпех шăрăх тăма пултарать. Шăпах çакăн пек çанталăк çынсене шыв хĕррине илĕртет. Хăшĕсем Палтиел вăрманĕнчи шыв управне çити çỹреççĕ. Çак йышра ачасем те пур.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче 16 çултан кĕçĕнрех ачасемпе çамрăксене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме чарнă. Çак йĕркене пăхăнманнисене административлă явап тыттараççĕ.

Граждансем! Ачасем шыв патне пырасран питĕ асăрхануллă пулăр, хăвăр та пĕве хăрушă вырăн пулнине ан манăр.

Ỹсĕрле шыва кĕни _ хăвăн вилĕмне çывăхартниех. Ытларах чухне çынсем шывра шăппăн путаççĕ, пулăшу чĕнсе кăшкăрса, алăпа хăлаçланса ĕлкĕреймеççĕ. Хăш чухне юнашарти çын та унпа инкек сиксе тухнине ăнланса илеймест.

Ан манăр: шывăн турачĕ çук, путма тытăнсан çăлăнас шанăç питĕ сахал.

О.ИЧАНКИНА.



12 июля 2024
09:36
Поделиться