Ачасене çапăçтарнăшăн учителе ĕçрен кăларнă

АСЛĂ Çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе темиçе хут та пулни çинчен эпĕ хамăр хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Иван Яковлевич халăхсен туслăхне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшнă, çавна май Чĕмпĕрти чăваш шкулне вырăс, ирçе тата тутар ачисене те вĕренме илнĕ. Микишеньри (Никишино) Михаилпа Степан Воронцовсем, Георгийпе Иван Космовскийсем, Шамккайри Сергей Юдин тата ыттисем чăваш ачисемпе пĕрле учитель пулма хатĕрленнĕ.

Хăйĕн вилĕмсĕр Халалĕнче Иван Яковлевич чăваш халăхне вырăс халăхĕпе ĕмĕр-ĕмĕр туслă пурăнма хушса хăварнă. Хусан вĕренỹ округĕн инспекторĕнче вăй хунă çулсенче Иван Яковлевич çулталăкра сахалтан та икĕ хутчен кашни шкултах пулма тăрăшнă, интернационалла воспитани ĕçĕпе те интересленнĕ. Енчен те ăçта та пулин ку ĕç хăй еккипе пынине тупса палăртсан, айăплисене пуçран шăлса каçарман.

Нумаях пулмасть кăна-ха манăн 1989- çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «И.Я.Яковлев. Из переписки» кĕнекепе паллашма тиврĕ. 109- мĕш страницăра Иван Яковлевич 1891- çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Чукалти пĕр класлă халăх училищин учителĕ Игнатьев патне янă çыру пичетленнĕ. Çыру содержанийĕпе вулакансене тĕп-тĕрĕс паллаштарас тесе, эпĕ ăна вырăсларан куçармасăрах илсе кăтартатăп.

«Господину учителю Чукальского одноклассного инородческого училища Игнатьеву, _ çырать И.Я.Яковлев. _ Законоучитель вверенного вам Чукальского училища отец Нечаев в частном письме от 24 сего февраля, между прочим, сообщил мне следующее. В Чукальском училище во время обеда чувашские мальчики сначала начали толкать, а затем и бить русских учеников, которые численностью и силою далеко уступают первым. Завязалась во дворе драка. За русских мальчиков стал было заступаться один из кончивших уже курс обучения _ русский, но чуваши не поддались и ему. Учитель из своей квартиры все это видел и, как говорят мальчики, грозился на дерущихся пальцами. Затем будто бы вышел во двор и вместо того, чтобы унять драчунов, будто бы сказал по чувашски: «Çапăр!» («Бейте!»). В таком виде передали мне ныне всю эту историю. Последствием этого сделалось то, что избитые мальчики без книг убежали домой, заявив о сем своим родителям, и до сего времени в училище не идут.

Вследствие этого я Вам предлагаю:

1) Представить мне немедленно подробное объяснение по этому делу;

2) На будущее время никоим образом не допускать учеников до драки, а в противном случае Вы будете уволены от учительства.

Инспектор И.Я.ЯКОВЛЕВ.

ххх

Тĕрĕслỹ хыççăн Федор Игнатьевич Игнатьев учителе ĕçрен хăтарнă. Урăхран çак шкултан, çавăн пекех ытти çĕртен те тĕрлĕ халăхсен ачисем пĕр-пĕринпе çапăçни пирки инспектора çырса пĕлтерни пулман.

Вулакана Иван Яковлевич патне çыру янă Нечаев пачăшкă çинчен те каласа хăварас килет: Андрей Нечаев Шамккай чиркĕвĕн настоятелĕ пулнă, Иван Яковлевичпа туслă çыхăну тытнă.

Ив.САЛАНДАЕВ.



19 июля 2024
09:41
Поделиться